Ĕçрен ан хăра

ÇАК чăнлăха Шăмăршă округĕнчи шкул ачисем тĕрĕс ăнланма тытăнни сисĕнет. «Раççейри ĕç» центр пулăшнипе, вĕренỹрен пушаннă вăхăтра 230 ытла ача обществăшăн усăллă ĕçе вырнаçма пултарать.

Малтанхи кăтарту савăнтарать: центр урлă 49 вĕренекен шкул территорине юртан тасатма хутшăнчĕ. Ĕç укçи тỹленисĕр пуçне, ачасене уйăхне 2794 тенкĕ таран хушма пособипе те хавхалантараççĕ.

Ачасене ĕçе вырнаçтармалли проекта пурнăçлама республикăпа округ бюджечĕсенчен пурĕ 450,81 пин тенкĕ уйăраççĕ.



03 апреля 2026
13:57
Поделиться