«Ăрусен çураçулăхĕ»
Çак ятпа иртнĕ 1-мĕш Нумай нацилĕх пултарулăхĕн республикăри уçă конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Мероприятие Раççейри - Халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Çак пĕлтерĕшлĕ конкурс регионта нацисем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме, культурăн нумай енлĕхне упраса хăварма пысăк витĕм кỹнĕ.
Конкурс участникĕсем хăйсен талантне тĕрлĕ ỹнер (искусство) енĕпе тĕрĕсленĕ. Вĕсем: музыка, ташă, инструментпа каласси, поэзи, ал ĕç ăсталăхĕ. Ачасемпе çамрăксен ĕçĕсем культура традицийĕсен пуянлăхне кăна мар, пултарулăха чунтан парăннине кăтартса панă. Çакă шăпах наци культурин еткерлĕхне упрама пулăшать.
Пултарулăх конкурсне Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсемпе преподавателĕсем те хутшăннă, пур енлĕ ăсталăхпа палăрнă. Кунти пĕрлештернĕ хор тата округри «Конфетти» вокал ансамблĕ (ертỹçи - Татьяна Яковлева), Рамазан Измайлов (ертỹçи - Светлана Кудряшова) 1-степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕ.
2-степеньлĕ лауреат ятне тивĕçнисем - Евгения Александрова, Ангелина Антонова, Софья Дерюшева (ертỹçи - Зоя Морозова).
Ксения Жолобова (ертỹçи - Ольга Убасева), Кристина Уразаева (ертỹçи - Инна Поликарпова) 3-степеньлĕ лауреат пулса тăнă.
Шăмăршă муниципалитет округĕн тивĕçне чыслăн хỹтĕленĕ ачасемпе çамрăксене, вĕсен преподавателĕсене çĕнтерỹпе саламлатпăр. Ỹнерĕн тумхахлă çулĕпе хастаррăн утма, тата та пысăкрах çитĕнỹсем тумашкăн ырлăх-сывлăх, вĕçсĕр ăнăçу, сỹнми хавхалану сунатпăр. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсен ăнăçăвĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне пултăр, кашнинех округăн, республикăмăрăн, çĕр-шывăмăрăн культура еткерлĕхне упрама-аталантарма хавхалантартăр.
Ю.ЦЫГАНОВА,
Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ.