Сакăр уйăх - сахал мар...

«СИТИМАТИК Чувашия» ООО «Таса çĕр-шыв» федераци проектне пурнăçа кĕртнĕ çĕрте пысăк чăрмав пулни çинчен пĕлтернĕ.

Хăш-пĕр муниципалитет округĕ контейнерсенчи тасамарлăха турттарнăшăн тỹлеме «манать» иккен. Акă пирĕн Шăмăршă округĕнчи нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртра пурăнакансенчен хăшĕ-пĕри сакăр уйăх ытла тỹлемен. «Ситиматик Чувашии» ООО çакна пысăк йĕркесĕрлĕх тесе шутлать, çỹп-çап турттарнăшăн кашни уйăхрах тỹлеме ыйтать.

Е.ЖОЛОБОВА.



03 апреля 2026
13:47
Поделиться