Сарă хĕр кĕтет савнине

Тухса кайрĕ каччă инçене

Çĕр-шыва сыхлама тăшманран.

Сарă хĕр шав кĕтет савнине.

Шел, хыпар çеç сахал çав унран.

Вăрçăра палăраç паттăрсем

Вилĕмпе куçа-куçăн тăрсан.

Кĕтĕр, кĕтĕр эсир, савнисем -

Юрату вăй-хал патăр ялан.

Çĕнтерỹ - инçе мар, çывхарать,

Кунран кун ыткăнаççĕ мала.

Каччине тĕлĕкре те курать:

Медальпе таврăнать пек яла.

...Сарă хĕр шав кĕтет савнине,

Сăмах панă пулсан - кĕтмеллех.

Шур чечеклĕ хитре çуркунне

Çĕнтерỹ те илсе эс килех!

Ив.АНАТКАС.



03 апреля 2026
14:07
Поделиться