Сергей ГАЛКИН: «Çур акине тĕплĕн хатĕрленмелле, лайăх ирттермелле»

Сергей ГАЛКИН: «Çур акине тĕплĕн хатĕрленмелле, лайăх ирттермелле»

ÇАНТАЛĂК ăшăтнăçем уй-хирти юр та чакнăçем чакса пырать, тĕл-тĕл хура вырăн та курăнкалать ĕнтĕ. Нумай та вăхăт иртмĕ - хир трактор сассипе тулса ларĕ, тăри юррипе пĕрлешсе, хресчен чĕрине хавхалану кỹрĕ. Пысăк яваплă тапхăр умĕн округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей ГАЛКИН «Уçă эфирта» тухса калаçрĕ, çур акине мĕнле хатĕрленсе çитни çинчен пĕлтерчĕ.

- Çурхи уй-хир ĕçĕсемпе кăçалхи тухăç мĕнле пуласси уйрăлми çыхăннă, - терĕ Сергей Авенирович. - «Мĕн акатăн, çавă шăтать», «Çурхи кун çулталăк тăрантарать», - ваттисем çак сăмахсене пĕлмесĕр каламан ĕнтĕ.

2026-çулта мĕн пур категориекĕрекен хуçалăхсенче пурĕ 15503 гектар акса-лартса хăвармалла. Çак кăтарту 2025-çулхинчен 107,2 процент пысăкрах пулĕ.

Уйрăммăн илсен, ял хуçалăх предприятийĕсенче - 3959 гектар, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 11544 гектар çинче çур акине ирттермелле.

Пĕтĕм лаптăкăн 67 процентне (10399 гектар) тĕш тырă йышăнĕ.

Иртнĕ çул эпир кĕр тыррин лаптăкне чылай ỹстернĕччĕ, 1864 гектара çитертĕмĕр. 2025-çулта кĕрхи тулă 1287 гектар çинче туса илнĕ.

«Россельхозцентр» ФГБУ филиалĕн специалисчĕсем каланă тăрăх, кĕр тырри лайăх хĕл каçнă. Хальлĕхе пĕтнĕ лаптăксене асăрхаман.

Фермер хуçалăхĕсем выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстерсе пынă май, кăçал выльăх апачĕ те ытларах туса илме тăрăшмалла.

Паллă ĕнтĕ, тухăç мĕнле пуласси вăрлăхран питĕ нумай килет. «Россельхозцентрăн» Шăмăршăри уйрăмĕн кăтартăвĕсем тăрăх, округра çур аки ирттерме 1638,1 тонна тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ пур, çакă кирлин 111 проценчĕ пулать. Мĕн пур вăрлăх - 100 проценчĕпех - кондицие ларнă. Хуçалăхсем 40 тоннăна яхăн элита вăрлăх туянни те пысăк шанăç кỹрет. Çĕр улми вăрлăхĕ 80 тонна шутланать.

- Сергей Авенирович, ял хуçалăх техники акана тухма хатĕр-ши?

- Паянхи куна çурхи ĕçсене хутшăнакан 149 трактор та юсавлă. Сеялкăсен - 90 процентне, культиваторсен 100 процентне хатĕрлесе лартнă. Юсав ĕçĕ малалла пырать. Çаплах вăрлăх имçамламалли 6 машинăпа 17 опрыскиватель те ĕçе пуçăнма хатĕр тăраççĕ.

Çакна та каласа хăварас килет: 2025-çулта округра 41 единица çĕнĕ техникăпа оборудовани - пурĕ 115 миллион тенкĕлĕх - туяннă. Виçĕ хуçалăх 39 миллион та 105 пин тенкĕлĕх - çĕнĕ комбайн, пилĕк хуçалăх 21 миллион та 726 пин тенкĕлĕх 6 трактор туянма пултарчĕç.

- Минерал удобренийĕ çителĕк- лĕ-и?

- Çур аки валли округа 1986 тонна минерал удобренийĕ кирлĕ пулсан, хальлĕхе 500 тонна хатĕрленĕ. Ку цифра - кирлин 25 проценчĕ. Удобрени туя- нас тĕлĕшпе малалла ĕçлетпĕр.

«Пĕр гектара та минерал удобренийĕсĕр акмалла мар», - çакăн пек тĕллев лартрăмăр агропромышленность ĕçченĕсен çак кунсенче пулса иртнĕ конференцийĕнче.

- Сергей Авенирович, чи йывăр ыйту - çунтармалли-сĕрмелли материалсем хатĕрлесси. Акара топливăсăр лармăпăр-и?

- Пирĕн округа 235 тонна соляркăпа 30 тонна бензин кирлĕ пулать. Паянхи куна 15 тонна дизель топливипе (2 процент) 5 тонна бензин (8 процент) турттарса хунă. Хуçалăхсем çак ыйтупа кашни кун ĕçлеççĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал ыйтăвĕ çивĕч тăмĕ тесе шутлатăп. «Татнефть» топливо резервне хатĕрленĕ. Республика ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене субсиди парса пулăшать. Çавăн пекех çăмăллăхлă кредит программипе те кивçен укçа параççĕ.

Акара вак-тĕвек çитменлĕх те пысăк чăрмав кỹме пултарать. Çавăнпа та яваплă тапхăра тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илмелле, кашни сехетпе туллин усă курса, акана лайăх пахалăхпа ирттермелле.

Паян эпĕ çĕр ĕçченĕсене - чăн малтан механизаторсене - çапла каласшăн: эсир чунтан тăрăшса ĕçленинчен кăçалхи тухăç шăпи питĕ нумай килет, çавăнпа та сире: «Вăй патăр!» - тетĕп. Тăван уй-хир ешĕл тумпа пĕркенсен пурте Шăмăршăри Акатуйне пуçтарăнăпăр, акара мала тухнисене пĕтĕм халăх умĕнче чаплăн чыслăпăр.

Ив.САЛАНДАЕВ.



03 апреля 2026
13:45
Поделиться