СВО-на - 100 тонна апат-çимĕçпе техника

СВО-на - 100 тонна апат-çимĕçпе техника

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИ çак кунсенче ятарлă çар операцийĕнчи боецсем патне 100 тонна апат-çимĕçпе техника ăсатнă. Груз йышĕнче - 43 квадрокоптер, 100 ытла аккумуляторпа ăна зарядка тумалли станци, 400 огнетушитель, дронран хỹтĕленмелли 500 пин тăваткал метр сеть, кабельпе база антенни, дронсем валли усилительсем, ретрасляторсемпе радиостанцисем, 95 кубометр хырпа чăрăш пиломатериалĕ тата ытти те.

Пилĕк фурăра çавăн пекех республикăри агропромышленность комплексĕн продукцийĕ те пур. «Акконд» АО - 725 килограмм мультизлак батончикĕ, «Букет Чувашии» ОАО - 726 упаковка ĕçмелли шыв, Шупашкар элеваторĕ - 2500 штук мăнкун куличĕ, «Энежь» хресчен (фермер) хуçалăхĕ - йỹçĕтнĕ тата маринадлă продукци, Виталий Геннадьевич Васильев фермер 25 михĕ çĕр улми парса янă.

Тиевлĕ фурăсене СВОна ăсатнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă. «Эпир хамăрăн ентешсене тата вĕсемпе юнашар тăрса Тăван çĕр-шыва хỹтĕлекенсене яланах пулăшатпăр, - тенĕ Олег Алексеевич. - Çарти задачăсене пысăк хăюлăх кăтартса пурнăçлакан, тахçантанпах кĕтнĕ Çĕнтерĕве кунран кун çывăхартакан паттăрсемпе эпир тивĕçлипе мухтанатпăр.

Паян çапăçу хирне пилĕк фура ăсатни эпир боецсене ăшă сăмахпа та, ĕçпе те пулăшнине тепĕр хут кăтартса парать.

Республикăри обществăлла организацисемпе волонтер ушкăнĕсене - ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшассишĕн ырми- канми тăрăшнăшăн - чĕререн тав тăватăп. Çавăн пекех хаклă груз хатĕрлеме хутшăннă предприятисене те - пысăк тав. Çак тĕслĕхТăван çĕр-шыва хỹтĕлекенсене пулăшасси кашни çыннăн тивĕçĕ пулнине ĕçпе çирĕплетет».

Мобилизаци пуçланнăранпа Чăваш Енрен 64 гуманитари конвойĕ ăсатнă, вĕсенчен пĕрне «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти йĕркеленĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти «Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕ» тата «Пĕрлĕхлĕ Раççейри хĕрарăмсен юхăмĕ» обществăлла организацисемпе пĕрле фронт çывăхĕнчи госпитальсене 15 хутчен гуманитари пулăшăвĕ леçсе панă.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



03 апреля 2026
13:42
Поделиться