Тĕллев пĕрре - Çĕнтерĕве çывхартасси

Тĕллев пĕрре - Çĕнтерĕве çывхартасси

Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕ (ертỹçи - Надежда Константинова) ятарлă çар операцийĕн участникĕсене пулăшас тĕлĕшпе вышкай- сăр пысăк тỹпе хывать.

Акă мартăн 27-мĕшĕнче кăна тĕрлĕ енне хамăр алăпа хатĕрленĕ 4 гуманитари тиевĕ ăсатрăмăр.

Курск тăрăхне Етĕрне волонтерĕсем урлă фронтăн малти линине питех те кирлĕ хỹтлĕх япалисене - пончо плащ (14 шт), аялти йĕм (95 шт), нумай пылак çимĕç парса ятăмăр.

Курскри çар госпитальне Шупашкар волонтерĕсем урлă минтер пичĕ (59 шт), ал шăлли (60 шт), пододеяльник (4 шт), простынь (26 шт), пижама (90 шт), липучкăллă аялти йĕм (41 шт), резинкăллă аялти йĕм (96 шт) çитерме май пулнăшăн савăнтăмăр. Çак япаласене Шăмăршăри Геннадипе Зоя Иванскисем Чăваш Енĕн тĕп хулине леçрĕç.

Пăчăрлă Пашьелĕн отпускакилнĕ çамрăкне ушкăнри хĕрарăмсем пĕçернĕ нумай пылак çимĕç патăмăр.

Луганск енчи хỹтĕлевçĕмĕрсенчен килнĕ васкавлă заказа пурнăçлама телей пỹрчĕ тата. СВО участникĕсем урлă 3мх6м калăпăшлă икĕ тент пани те - мăнаçлăх. Ятарлă материалтан çĕленĕ тентпа дронран хỹтĕленмешкĕн усă кураççĕ, унпа техникăна витеççĕ. Çавăн пекех тент палатка вырăнне усă курма меллĕ.

Хальхи вăхăтра тĕрлĕ калăпăшлă тенсем, пончо плащпа хỹтлĕх утиялĕ, носилка çĕлес-хатĕрлес тĕлĕшпе хĕрỹ ĕç пырать. Заказсене ĕлкĕртессишĕн пиртен кашниех вăй-халĕпе вăхăтне те, укçи-тенкипе ытти кирлĕ япалине те шеллемест.

Тĕллевĕмĕр пĕрре: фронтри салтакăмăсене - нацистсене вăйлăрах хирме, госпитальте сипленекен хỹтĕлевçĕмĕрсене хăвăртрах сывалса строя тăма пулăшасси.

Г.ЕГОРОВА,

Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕн волонтерĕ.



03 апреля 2026
14:04
Поделиться