Ухтияровсен кĕнеки икĕ Диплома тивĕçнĕ

МАРТĂН 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «2025-çулхи чи лайăх краеведени кĕнеки» конкурс çĕнтерỹçисене чысланă. Гурий Вантер тата Куçма Элле ячĕллĕ Дипломсене Анатолий, Виталий тата Михаил Ухтияровсен «Наши предки и сородичи: краткий экскурс в мир Ухтияровых» кĕнеки тивĕçнĕ.

Çак кĕнекере авторсем Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнчен тухнă Ухтияровсен йăхĕ çинчен интереслĕ çырса кăтартнă.

И.АНАТКАС.



03 апреля 2026
14:03
Поделиться