Çул çитмен çамрăк тата мотоцикл: хăрушлăх - юнашарах!
СПОРТ инвентарĕ шутланакан çăмăл мотоцикл - питбайк - çул çитмен çамрăк аллинче пурнăçшăн хăрушă «вылямалли тетте» пулса тăрать. Çул-йĕр правилисене пĕлмесĕр тата техникăна лайăх чухламасăр, вĕсем транспорт аварийĕ тума пултараççĕ.
Çанталăк ăшăтсанах Шăмăршăри тата ялсенчи çул çинче темиçе питбайк хытă кĕрлеттерсе çỹренине курма пулать. Питбайк çамрăксене савăнăç кỹрет пулĕ, анчах вĕсем пурнăçшăн хăрушлăх пуррине ăнлансах каймаççĕ. 2026-çулхи виçĕ уйăхра çул çитменнисен айăпĕпе республикăра темиçе авари пулнă, питбайк хуçисем йывăр аманнă тĕслĕхсем те пур.
Ашшĕ-амăшĕ ачине - вăл çул-йĕр правилисене лайăх пĕлмест пулин те - питбайк туянса парать, савăнтарма шутлать. Анчах та çак «савăнăç» вилĕм патне илсе пыма пултарнине чухламаççĕ.
Пирĕн шутпа, Шăмăршă округĕн территорийĕнче çул çитмен çамрăксем питбайкпа çỹрессине чармалла, автозаправка станцийĕнче вĕсене бензин та сутмалла мар. Пирĕнпе кỹршĕллĕ Тутарстанра çапла тăваççĕ те. Питбайка водитель удостоверенийĕ пур çынна çеç сутаççĕ, каçхине çул çинче ахăрттарса çỹрекенсене пысăк штраф тỹлеттереççĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.