Утмăлта та авланас килет
АН кулăр манран, ан ятлăр аташать тесе. Утмăл урлă каçрăм пулин те, авланас шухăшлă эпĕ. Тăватă çул арăмсăр пурăнтăм, пĕрре те çăмăл мар, атьсемĕр. Сивĕ вырăна пĕччен ăшăтни те, пурнăç хавхаланăвĕ çукки те чуна ыраттарать.
Ачасем ỹснĕ ĕнтĕ, хулара пурăнаççĕ. Эпĕ вара - пĕр-пĕччен. Ĕçкĕпе иртĕхместĕп, выльăх-чĕрлĕх усратăп. Авланас тетĕп те, хамăр ялта килĕшекен хĕрарăм тупаймарăм. Тен, ватлăхра мăшăрпа пурăнас кăмăллисем ытти ялта пур? Çырса ярăр ман патăма. Адрес - редакцире.
НИКОЛАЙ.