«Выртакан чул айне шыв юхса кĕмест» е округри педагогсен ăсталăх конкурсне пĕтĕмлетрĕç

«Выртакан чул айне шыв юхса кĕмест» е округри педагогсен ăсталăх конкурсне пĕтĕмлетрĕç

Педагог ... Общество умĕнче чи пысăк тивĕçе - чăн-чăн гражданин, чăн-чăн патриот çитĕнтерессине - пурнăçлакан çын. Яваплăхĕ вышкайсăр унăн. Çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлỹпе воспитани парас тесен педагогăн хăйĕн те аталанмалла. Професси конкурсĕсем ку енĕпе пысăк вырăн йышăнаççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисенче вăй хуракан воспитательсемпе учительсем хушшинче конкурс йĕркелени те ăнсăртран мар.

Професси ăсталăхĕн кăçалхи конкурсне округри 16 педагог хутшăнчĕ. Конкурс пилĕк номинаципе иртрĕ. Воспитательсемпе педагогсен професси компетентлăхне, ăсталăхĕпе пултарулăхне, тавра курăмне сумлă жюри хак пачĕ. Урока (занятие), ăсталăх класне, ашшĕ-амăш пухăвне, класс тулашĕнчи мероприятие методика тĕлĕшĕнчен тĕрĕс йĕркелесе ирттерни, вĕсенче çĕнĕ мелпе-меслетпе тухăçлă усă курни, ют шкул (ача сачĕн) ачисемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни, методика идейисене хỹтĕлеме пĕлни... Темле тĕрĕслев витĕр те тухрĕç конкурсантсем. Аслă шкулта илнĕ пĕлỹ, кунсерен те çулсерен пухăнса пыракан ĕç опычĕ, харпăр хăй тĕллĕн аталанни (самообразование) педагогсене професси ăсталăхне туллин кăтартма çул уçса пачĕ.

Мартăн 25-мĕшĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕн акт залĕнче професси ăсталăхĕн конкурсне пĕтĕмлетрĕç, чаплă лару-тăрура педагогсене чысларĕç. Чыслава Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров, округри педагогсен профсоюз организацийĕн председателĕ Светлана Жилкина, «Çĕнĕ шкул» проектăн координаторĕ Вера Хорькова, «Истори астăвăмĕ» проект координаторĕ Валентина Кузьмина хутшăнчĕç, педагогсен обществăри пĕлтерĕшĕпе вырăнне палăртрĕç.

Камсем-ха вĕсем - професси ăсталăхĕнче çĕнтернисем?

«Çулталăк воспитателĕ - 2026» номинаци: Анна Залалтдинова (Шăмăршăри «Сказка» ача сачĕ).

«Çулталăк вĕрентекенĕ-2026» номинаци: пуçламăш классен учителĕ Наталия Уркина (Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕ).

«Чи лайăх чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ - 2026» номинаци: Светлана Григорьева (Карапай Шăмăршă ВШ).

«Чи лайăх класс ертỹçи - 2026» номинаци: вырăс чĕлхипе литератури учителĕ Алевтина Антонова (Пăчăрлă Пашьел ВШ).

«Чи лайăх социаллă педагог - 2026» номинаци: Надежда Петрова (Шăмăршă ВШ).

Кăмăллă пулăм, кăçалхи конкурса хăш-пĕр вĕренỹ учрежденийĕ темиçешер педагог тăратнă. Акă Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнчен (директорĕ - Эльвира Можаева) кăна 4 номинаципе ăмăртнă. Вĕсенчен - 2 çĕнтерỹçĕ (хушамачĕсене çỹлерех асăннă) тата 2 призер - Наталия Угарина («Чи лайăх чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ - 2026») тата Ирина Еремеева («Чи лайăх социаллă педагог - 2026»). Чыс та мухтав сире, пăчăрлăпашьелсем!

Хăш-пĕр организаци конкурсран пăрăнса юлни вара вĕсене пĕртте чыс кỹмест. Кашни вĕренỹ учрежденийĕнчех пултаруллă педагогсем пур вĕт-ха. Мĕншĕн хамăр опытпа пайланас мар, ыттинчен ăсталăха вĕренес мар?

Тĕрлĕ тĕрĕслев урлă ăсталăха туптани педагогсене халăх вĕрентĕвĕшĕн ырми-канми тăрăшма хистет. Обществăна шăпах çавăн пек профессионалсем кирлĕ.

Зинаида Свеклова.



03 апреля 2026
14:00
Поделиться