Волейбола кам юратмĕ?
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче юлашки çулсенче волейбол вăййине килĕштерекенсен йышĕ ỹсни савăнтарать. Çитĕннисем çеç мар, шкул ачисем те юратаççĕ ăна. Акă çак кунсенче округра шкулта вĕренекенсен 2025-2026-вĕренỹ çулĕнчи Спартакиади шучĕпе волейболла выляса мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Хĕр ачасем хушшинче Шăмăршă вăтам шкулĕн команди - пĕрремĕш, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн команди - иккĕмĕш, Палтиел вăтам шкулĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.
Шăмăршă вăтам шкулĕнчи арçын ачасен пĕрремĕш команди те малти вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта - Палтиел вăтам шкулĕн командипе Шăмăршă вăтам шкулĕн виççĕмĕш командисем.