Вăрçă шăршиллĕ документсем

ХУСАН тата Сăр хỹтĕлев сооруженийĕсене тунă çĕре хутшăнакансем çинчен материал пуçтарнă май, интереслĕ документсемпе паллашма тиврĕ.

Акă Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕпе ВКП (б) Чăваш обкомĕн бюровĕ 1941-çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче ирттернĕ пĕрлехи лару Постановленийĕнчи йĕркесем: «Патшалăх Оборона Комитечĕн 1941-çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнчи хушăвне пурнăçласа, октябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш АССР территорийĕнчи Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тума 17 çултан аслăрах, сывлăх енчен ĕçлеме юрăхлă çынсене мобилизацилемелле».

Çак Постановление пурнăçласа, Шăмăршă районĕн Улатăр çывăхĕнчи хỹтĕлев сооруженийĕсем тунă çĕре 4900 çын тата 360 лаша ямалла пулнă. Колхозсем тем пек тăрăшсан та, 1941-çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕ тĕлне 2178 çынпа 41 лаша çеç тăратма пултарнă. Арçынсене тата лашасен пысăк йышне фронта илнипе, тыр-пула пуçтарса кĕртес ĕç вăраха тăсăлнă. Тырра юр айне хăварас мар тесе, колхоз председателĕсем мĕн пур çынна - ватти-вĕтти таранах - хирти тухăçа çăлса хăварма хутшăнтарнă. Ун чухнехи саккунпа, патшалăх заданине пурнăçламаншăн тĕрмене хупма та пултарнă.

Шăмăршă районĕ хỹтĕлев сооруженийĕсем тума кирлĕ чухлĕ çын тата лаша ăсатманни ВКП (б) Чăваш обкомне васкавлă мера йышăнма хистенĕ, района çийĕнчех тĕреслевçĕсене кăларса янă.

ВКП(б) обкомĕн секретарĕ П.Т.Пивоваров патне янă доклад хутĕнчен (докладная записка):

«Сирĕн хушăвăра пурнăçласа ноябрĕн 23-27-мĕшĕсенче эпир Шăмăршă районĕнче пултăмăр.

Ноябрĕн 24-мĕшĕнче районти парти пухăвне ирттертĕмĕр, унта Сталин юлташ сăмахĕнчен районти парторганизаци умĕнче тăракан çивĕч задачăсене сỹтсе яврăмăр. Пухура 16 çын тухса калаçрĕ, пурте хỹтĕлев сооруженийĕсем тума ĕç вăйне çителĕксĕр хутшăнтарнине критикăлла хак пачĕç.

Халăх хушшинче массăллă-политикăллă ĕç туса пырассине тивĕçлипе хакламаншăн ВКП (б) райкомĕн секретарьне А.Ф.Сифкин юлташа çирĕп асăрхаттартăмăр, мобилизаци планне пĕр эрне хушшинче пурнăçлама хушрăмăр».

А.КРАСНОВ,

Чăваш АССР Юстицин Халăх Комиссарĕ».

ВКП (б) райкомĕн бюровĕпе халăх депутачĕсен район Совечĕн ĕçтăвкомĕ 1941-çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче йышăннă Постановленирен:

«Сăр хĕрринчи хỹтĕлев сооруженийĕ тума каякан кашни çынна - 1 кĕреçепе, 5 çынна - 1 пуртăпа, 20 çынна - 1 лумпа, 10 çынна 1 носилкăпа тивĕçтермелле».

Мĕн пур вăя мобилизацилессе, пĕр эрне хушшинче хỹтĕлев сооруженийĕ тунă çĕре Шăмăршă районĕ 4000 штук - кĕреçе, 170 штук - киркка, 140 штук - кувалда, 280 штук - тимĕр савăл, 167 штук - пуртă, 284 штук пăчкă ăсатнă.

Мобилизациленисене 50-шар çынран тăракан бригадăсене пĕрлештернĕ. Кашни районах прораб участокĕ çирĕплетсе панă. Прораб участокĕн начальникĕ пулма ВКП (б) райкомĕн секретарьне çирĕплетнĕ. Вăл çынсене пурăнма вырнаçтарассишĕн тата апат-çимĕçпе тивĕçтерессишĕн тỹрремĕнех явап тытнă.

1941-çулхи декабрь уйăхĕнче çанталăк 30 градусран та сивĕрех тăнă. Ăшă тум пулманнипе тата шартлама сивĕре ĕçленипе нумайăшĕ чирлесе ỹкнĕ.

ВКП (б) райкомĕн секретарĕ А.В.Сифкин юлташ патне янă доклад хутĕнчен:

«Эпир - Шăмăршă районĕнчи «Правда» колхозран окоп чавма килнĕ 30 çын - виçĕ кун хушши выçăпа касăлтăмăр. Ял çыннисенчен шăннă кавăн ыйтса илнипе çеç хырăма улталарăмăр. Эпир окоп чавакансене мĕн чухлĕ те пулин çăкăрпа тата кĕрпепе тивĕçтерме ыйтатпăр».

Çак çыру Шăмăрша çитсенех Виçпỹрт Шăмăршăри «Правда» колхоз председательнеВ.О.Осиповăна райкома чĕнтернĕ, «пĕр талăк хушшинче Улатăр çывăхне апат-çимĕç тиенĕ виçĕ лав кăларса яма» хушнă. Вăрçă вăхăтĕнчи çирĕп саккунпа айăпласран хăраса ỹкнĕ председатель çав кунах пĕр вăкăр пустарнă, çăнăх, кĕрпе тата çĕр улми те кирлĕ чухлĕ тупнă.

Вăрçăпа çыхăннă кашни документрах çĕнтерĕве çывăхартассишĕн тыл ĕçченĕсем ырми-канми тăрăшни палăрать. Тыл фронтшăн ĕçленĕ, хăй выçă ларсан та, ял çынни юлашки татăка салтаксемшĕн панă.

Ив.САЛАНДАЕВ.

(Статья çырнă чух Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă).



03 апреля 2026
14:04
Поделиться