«Апачĕ тутлă-и?»
Шăмăршă вăтам шкулĕнче общество контролĕ вĕренекенсем валли вĕри апат хатĕрленине тĕрĕслерĕ.
Тĕрĕслеве çак юлташсем хутшăнчĕç: «Çĕнĕ шкул» парти проекчĕн координаторĕ, шкул директорĕ Вера Хорькова, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Ираида Пыркина, «Шкулти апатлану» автономи учрежденийĕн ертỹçи Светлана Ильина, ашшĕ-амăшĕн комитечĕн представителĕсем - Татьяна Матвеева, Ирина Миронова. Вĕсем блюдăсен пахалăхне, апат хатĕрлемелли условие, уйрăмах санитари нормисене епле пăхăннине, ачасем хăш апата кăмăлланине хак пачĕç, шута илчĕç.
Тĕрĕслевре столовăй ĕçне малалла та лайăхлатма, блюдăсен ассортиментне ỹстерме сĕнчĕç.
Мероприяти шкулăн, ашшĕ-амăшĕн тата общественноçăн тачă çыхăнса ĕçлемеллине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Çакă çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне çирĕплетме май парĕ.
Вера Хорькова шкул столовăйĕн ĕçченĕсем апатланăва тĕрĕс йĕркеленине палăртрĕ, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе килте те çак йĕркене пăхăнса апат хатĕрлемелли çинчен калаçрĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.