Чăваш Ен спектаклĕсене Мускав хапăллать
«Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕнче эпир «Раççей театрĕсен атласĕ» фестивалĕн çĕнĕ страницисене малалла çыратпăр. Чăваш çĕрĕ çинче чĕрĕлнĕ проект çĕр-шывăмăр культурин историйĕшĕн паллă пулăм пулса тăнипе мăнаçланатăп. Ку вăл - «Раççейĕн тĕрленĕ карттин», Чăваш Ен культури хăвачĕн символĕн, тăсăмĕ тата регионсем хушшинчи туслăх кĕперĕн тĕрекĕ».
Олег Николаев,
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ
Мускавра, Пĕтĕм Раççейри «Раççей театрĕсен атласĕ» фестивалĕпе килĕшỹллĕн, Чăваш Республикин культурин кунĕсем иртнĕ.
Чăваш Ен сасси Раççей кинематографийĕн мэтрĕн тата республикăмăр тусĕн Никита Михалковăн «Мастерская «12» театрĕн сцени çинче янранă.
Чăваш поэзийĕн классикĕн Константин Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэми тăрăх лартнă пĕр ятлă спектакльпе К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсем уява уçнă. Чăваш патшалăх Пуканесен театрĕ «Ылтăн маска» премие çĕнсе илнĕ «Лир патша» («Король Лир») постановкăна кăтартнă. Экспериментлă драма театрĕ «Таня кăна юлнă» («Осталась одна Таня») спектакльпе сцена çине тухнă. Культура марафонне Чăваш патшалăх филармонийĕ «12 пукан» («12 стульев») мюзиклпа тата «Купса хĕрĕпе асамлă чечек çинчен хывнă юмахпа» («Сказ о купеческой дочери и волшебном цветке») вĕçленĕ.
Çĕр-шывăмăрăн тĕп хулинче пурăнакансем, хăнасем чăваш халăхĕн историйĕпе, культурипе кăмăлтан паллашнă. Вĕсем Чăваш Ен спектаклĕсене пысăк хак панă.
А.АЛЕКСАНДРОВА.