Депутатсем канашланă

Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн акт залĕнче округри депутатсен Пухăвĕн пĕрремĕш созывĕн 39-мĕш ларăвĕ пулса иртнĕ.

Ларăва округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин, округ прокурорĕ Александр Данилов, çавăн пекех структура подразделенийĕсен ертỹçисем, округ администрацийĕн пай пуçлăхĕсем хутшăннă. Ун ĕçне округри депутатсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев йĕркелесе пынă.

Кун йĕрки тăрăх, çак ыйтусене пăхса тухнă:

  1. ЧР Шăмăршă муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн 2025-çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче 36.1№ «Округăн 2026-çулхи тата 2027-2028-çулсенчи тапхăрĕ валли палăртнă бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен.
  2. Чăваш Республикин Контрольпе счет палатин ĕçĕн результачĕсем (отчет).
  3. ЧР Шăмăршă муниципалитет округĕн депутатсен Пухăвĕн 2022-çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче 2.4№ «Муниципалитетăн çул-йĕр фондне туса хурасси çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртесси çинчен.
  4. Геннадий Савельева, Константин Гришнякова общество ĕçне хастар хутшăннăшăн тата округ пурнăçне тỹпе хывнăшăн ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе наградăлама тăратасси çинчен.

Çак юлташсем доклад тунă:

Ольга Миронова, округ администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ, Елена Павлова, округ администрацийĕн правăпа кадр ĕçĕн пайĕн начальникĕ.

Кашни йышăнăвах депутатсем пĕр саслăн йышăннă.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



10 апреля 2026
17:17
Поделиться