«Эпĕ «çĕнĕ кайăк» кĕтетĕп...»
Справка
Çире пур хĕрарăмсен кунне пирвайхи хут акци йĕркипе 2022-çулта Раççейĕн 16 регионĕнче паллă тунă. 1923-çулта пулăма Пĕтĕм Раççей шайне çитернĕ. Халĕ çак куна çулталăкне икĕ хутчен - апрелĕн 7-мĕшĕнче тата октябрĕн 7-мĕшĕнче уявлаççĕ.
Шăмăршăри ЗАГС пайĕнче, чуна тыткăнлакан ăшă та лăпкă лару-тăрура, пепке кĕтекен хĕрарăмсемпе нумай ачаллă амăшĕсен уявĕ иртрĕ. Ăна Çире пур хĕрарăмсен кунне халалларăмăр.
Уява ЗАГС пайĕн начальникĕ - çак йĕркесен авторĕ уçрĕ. Халĕрех паллă тума пуçланă уяв исто- рийĕпе паллаштарчĕ, аннелĕх хаклăхĕ пысăккине палăртрĕ.
Çавăн пекех хĕрарăмсене Шăмăршă район боль- ницин врач-акушер-гинекологĕ Людмила Алексе- ева, Шăмăршăри Христос Çурални ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ - Николай Чувашов протоиерей, район больницин медицина психологĕ Светлана Ибетова, Ирина Алякина социаллă ĕçчен, Шăмăршăри халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕ, «Çирĕп çемье» парти проекчĕн координаторĕ Людмила Фомина, район больницин врач-педиатрĕ Александра Погашова саламларĕç. Тĕрлĕ сфера специалисчĕсен канашĕ ача çитĕнтерекен тата çире пур хĕрарăмсемшĕн вырăнлă пуласси куç кĕрет. Вĕсем: пепке кĕтекенсен сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, аборт сиенĕ тата çылăх, кăкăр ачисене пăхасси, çемьери лару-тăру тата воспитани, ача амăшĕсене муниципалитет тата патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшасси, пурлăх пуянлăхĕ тата ача çуратаслăх.
Уява «Доремифасолька» ача-пăча ансамблĕн (ертỹçи - Татьяна Яковлева) музыка номерĕсем чĕрĕлĕх кỹчĕç, пурин кăмăлне те çĕклерĕç.
Мероприяти патшалăх, медицинăпа тĕн тата социаллă сферăсем аннелĕхе (материнство) аталантаракан, тимлĕх уйăракан тата пулăшу паракан пĕрлĕх пулса тăнине çирĕплетрĕ. Паллах, çемьепе ачалăх уйрăлми ăнлавсем пур- рине кашнинех туйтарчĕ вăл.
Хамăртан эпир хĕрарăмсемпе вĕсен ачисене, пулас пепкесене çирĕп сывлăх, тулли телей сунатпăр. Сирте шăпах - Çĕр-шывăмăр тĕрекĕ те малашлăхĕ!
Т. МАТВЕЕВА,
Шăмăршăри ЗАГС пайĕн начальникĕ.