«Эпир - Пирвайхисем - пĕрлĕхре!»

«Эпир - Пирвайхисем - пĕрлĕхре!»

Них Çан манăçми пулăм ку! И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Пирвайхисен юхăмĕн регион шайĕнчи слечĕ иртрĕ.

Слета Пирвайхисен юхăмĕн Шăмăршă округĕнчи хастарĕсем те хутшăнчĕç. Вĕренекенсене Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулни çунатлантарчĕ. Ку вăл уçă калаçу пулчĕ: Олег Алексеевич ачасемпе çамрăксен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Çамрăк ăрăва ытларах çакă кăсăклантарать: чăн-чăн ертỹçĕ пулма мĕнле хатĕрленмелле, аталану ăнăçлăхĕ мĕнрен килет.

Пирĕн округăн Пирвайхийĕсем Чăваш Республикин Ертỹçине хăйсен аллипе хатĕрленĕ апат-çимĕçе кăтартрĕç. Выставкăна тăратнă баурсак, хворост, чак-чак, печени, козинаки, сухари, каснă салма илемĕпе те, тутипе те кашнин кăмăлне тивĕçтерчĕç. Вĕсенче - ырми-канми ĕç, чун ăшшипе юрату хăвачĕ. Вĕсенче - çитĕнекен ăрăвăн халăха паракан усăлăхĕ, наставниксен вĕçсĕр ăс-хакăлĕ. Вĕсен «пурнăç» сулли хатĕрлес тĕлĕшпе кăтартнă ăсталăх класĕ - йывăрлăха парăнманнисен тавçăрулăхĕпе ăнтăлăвĕ. Апат-çимĕçе те, «пурнăç» суллине те шăмăршăсен Пирвайхийĕсем ятарлă çар операцийĕнче тăракансем, çар госпиталĕсенче сипленекенсем тата вăрçа пула инкек тỹсекенсем валли хатĕрлеççĕ. Вĕсене пур çĕрте те хапăллаççĕ.

Паян - эпир тĕрĕс çулпа пынине ĕнентерекен кун. Çамрăксене патриотизмла воспитани пани, Тăван çĕр-шывăмăр хỹтĕлевçисене пулăшни, çутă малашлăхăмăршăн тỹпене хывни пире вăйлă тăвать. Эпир - Пирвайхисем - пĕрлĕхре! Ку - илемлĕ сăмах калани мар, ку - хамăр алăпа тăвакан чăнлăх!

Н.Константинова,

Пирвайхисен Юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн специалисчĕ.

 



10 апреля 2026
17:21
Поделиться