«Гелия Хамдеева пек çынсем пуррипе Раççей вăйлă!»

Чăн-чăн вырăс характерĕллĕ тутар хĕрарăмĕ, пилĕк ача амăшĕ, Шăмăршăра пурăнакан Гелия Хамдеева волонтер çак кунсенче инçетри Запорожье тăрăхне кайса килчĕ. Ятарлă çар операцийĕнче тăракан ентешĕмĕрсем патне - малти лини çывăхне - гуманитари пулăшăвне илсе çитерчĕ. Патриотизм туйăмĕпе хĕмленекенскере инçе çул (пĕр вĕçĕ кăна 1740 км тăршшĕ вĕт!) та, кăткăс лару-тăру та, çумăрлă-тĕтреллĕ çанталăк та хăратман.

- Ку манăн 47-мĕш çул çỹрев пулчĕ, - каласа парать волонтер. - Чăваш регионĕнчи салтаксем тăракан полка пулăшма пултарни - мăнаçлăх! Пĕлетĕр-и, мĕн тери савăнчĕç ентешĕмĕрсем!.. Хăйсене пулăшу кỹрекен кашни çынна, кашни пуçару ушкăнне салампа пĕрле тав сăмахне çитерме ыйтрĕç. Нацистсене çĕнтерессе çирĕп ĕненнине пĕлтерчĕç вĕсем.

Мĕн кăна илсе çитермен «кĕмĕл» волонтер СВО зони çывăхне! Дронсенчен хỹтĕленмелли пончо плащ (14 шт), хỹтлĕх утиялĕ (3 шт), «шăмă» минтер (27 шт), çĕр мамăкран çĕленĕ çар футболки (50 шт), аялти йĕм (142 шт), ăшă тытакан нуски (220 шт), спорт шăлаварĕ (3 шт), çăвăнмалли мунчала (25 шт), нỹрĕ салфетка (3 коробка), типĕтнĕ чей курăкĕ (5 упаковка), пыл (1 витре), конфет (15 кг), курага (16 кг), казы (23 шт), тĕтĕмленĕ какай (18 уп), çăмарта (200 шт), ыхра (1 ещĕк), виçĕ тĕрлĕ сухан (1-ер ещĕк), килте хатĕрленĕ пылак çимĕç (печени, хворост, баурсак, чак-чак, козинаки, «мăйăр») тата каснă салма (вуншар-вуншар уп), сысна тата лаша çăвĕ, вуншар-вуншар банка консерваци (компот, маринад, варени), шыв тасатмалли фильтр (1 шт).

Гуманитари япалисене Гелия Керимулловна хăй тата ывăлĕн укçи-тенкипе туяннă. Çавăн пекех пархатарлă ĕçе вăл йĕркеленĕ «Кызлар-йолдызлар» тата «Йолдызлар» ушкăнсем, «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ», «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!», «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕсем, район больници, «Кооператор» тата «Янтарь» кафесен, округ администрацийĕн, пенси фончĕн коллективĕсем, округ (уйрăмах - Патирекпе Палтиел) гражданĕсем, кỹршĕллĕ Шăнкăртам (Патăрьел МО) ялĕн çыннисем хастар хутшăннă.

Çапла, Гелия Хамдеева пек çынсем çинче тытăнса тăрать тыл хăвачĕ. Тыл çирĕп пулсан, фронт та вăйлă. Тылпа фронт пĕрлĕхĕ вара куллен, сехетсерен Çĕнтерĕве çывхартать...

Зинаида ВОРОБЬЕВА.



10 апреля 2026
17:34
Поделиться