Христос чĕрĕлнĕ!
Çĕрĕпеле чансем янраççĕ
Чиркỹсенче çĕн хăватпа.
Çынсем пушшех Турра мухтаççĕ
Савăнăçпа, ыр хыпарпа.
Сĕтел çине кулач вырнаçрĕ,
Пĕветнĕ хĕрлĕ çăмарта.
Çурта хаваслăн шăтăртатрĕ.
Мăнкун паян, Мăнкун умра!
- Христос чĕрĕлнĕ! Чăн чĕрĕлнĕ! -
Калатăп эпĕ те виç хут.
Турри пире вăл çăлма килнĕ.
Мухтар ăна паян пин хут.
Пире пула вăл асапланнă
Пăталасан хĕрес çумне.
Пурне те каçарма каланă -
Хăй те каçарнă çынсене.
Паян, ыран - ялан пурнасчĕ
Ун халалне ăша хывса.
Тĕнче, часрах эс лăплансамччĕ -
Пурнар-ха пурте савăнса!
Надежда Чечекпи,
Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.