«Хỹтлĕх карри - шанчăклă пултăр»

«Хỹтлĕх карри - шанчăклă пултăр»

Тăван округ ятарлă çар операцийĕнче тăракансене, çар госпиталĕсенче сипленекенсене, вăрçа пула инкек тỹсекенсене пулăшни волонтерсен чачĕсенчен яр уççăн курăнать. Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ», «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!», «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!» пуçару ушкăнĕсен чачĕсенче кивчукалсем çине-çинех вĕсем патне гуманитари япалисем çитернине вулатăн. Пирĕн хушăмăрта патриотизм туйăмĕллĕ граждансем пулни мăнаçлăх туйăмне çĕклет.

Кивĕ Чукалта маскировка сечĕ çыхассине ялăн тĕп шкулĕнче йĕркелесе янă. Пушаннă вĕренỹ кабинечĕ шăпах каркас лартма та, сеть карма та ирĕклĕ. Тивĕçлĕ канури мăшăр - Тамара Николаевнăпа Вячеслав Михайлович Веденеевсем - ертсе пыраççĕ волонтерсен ушкăнне. Хỹтлĕх карри хатĕрлес ĕçре Галина Иванова, Римма Лубошнова, Нина Чамеева, Ирина Ларева, Ирина Малеева, Раиса Карзанова, Елизавета Малеева уйрăмах хастарлăх кăтартаççĕ. Вĕсен ырă витĕмĕпе ыттисем хавхаланаççĕ.

- Эпир мĕн чухлĕ маскировка сечĕ хатĕрленине шутламан. Пирĕншĕн чи хакли - хамăр алă вăйĕпе, чун ăшшипе çыхнăскерсем салтакăмăрсене, çар техникипе блиндажсене шанчăклăн хỹтĕлени, тет Вячеслав Веденеев.

Вячеслав Михайлович ял-йыш, тĕрлĕ çĕре сапаланнă ентешсем ĕçпе, укçа-тенкĕпе, япалапа пысăк пулăшу кỹнине палăртрĕ. Пĕрлехи вăйпа УАЗик туянса юсама, ăна малти линие ăсатма та хăват çитрĕ-çке вĕсен.

Çапла, килес Çĕнтерĕве кашниех тỹпе хывма тăрăшать. Кивчукалсен  патриотизмĕ иксĕлми.

Зинаида Свеклова.



10 апреля 2026
17:33
Поделиться