«Интер» - чемпион!
Чăваш Ен футболисчĕсен пĕрлештернĕ «Интер» команди (унта Шăмăршă округĕн спортсменĕсем те кĕреççĕ) - чемпион! «Интер» воспитанникĕсем Шупашкарти «Хĕвел спорт» турнирĕ витĕр ăнăçлă тухнă, ăмăртăвăн тĕп призне çĕнсе илнĕ. Пирĕн спортсменсем кашни вăйăрах чăн-чăн характера, чун çирĕплĕхне кăтартнă. Пĕтĕмлетỹ - пĕрре: вĕсем Чăваш Енĕн чи вăйлă командисен йышне кĕнĕ. Турнирăн чи лайăх выляканĕ - Макар Хайыдов (Шăмăршă)! Çак çитĕнỹре - тренерсен ырми-канми ĕçĕ, çамрăк ăрăвăн иксĕлми ăнтăлăвĕ. «Интерăн» Шăмăршă филиалĕн спортсменĕсене, вĕсен тренерĕсене пысăк шайри çĕнтерỹпе чунтан саламласа ырлăх-сывлăх сунатпăр. Малашлăхра Раççей шайĕнче те мала тухмалла пултăр! А.АЛЕКСАНДРОВА.