Кашни хĕрарăм - тимлĕхре

Шăмăршăри «Раççейри ĕçсем» кадр центрĕ çумĕнчи хĕрарăмсен клубĕнче, ĕçе вырнаçнă чухне патшалăх енчен пулăшу илмелли мерăсене сỹтсе яврĕç. Мероприяти «Манăн карьера - Пĕрлĕхлĕ Раççейпе» парти проекчĕпе килĕшỹллĕн иртрĕ. Унта округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Вера Хорькова, Хĕрарăмсен союзĕн вырăнти уйрăмĕн председателĕ Татьяна Матвеева, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Ираида Пыркина хутшăнчĕç.

Ĕçсĕр хĕрарăмсем вакансисемпе, хушма пĕлỹ илессипе, психологи пулăшăвĕпе, харпăр хăй ĕçне уçмалли мелсемпе кăсăкланчĕç.

Хĕрарăмсем «Социаллă контракт» программа, тĕллевлĕ вĕренỹ тата ытти çинчен тĕплĕн пĕлчĕç.

Тĕл пулăвăн пĕлтерĕшне карьера енчен çĕкленмелли психологи практикумĕ ырă витĕм кỹчĕ. Ăна Шăмăршăри «Раççейри ĕçсем» кадр центрĕн консультанчĕ, «Манăн карьера - Пĕрлĕхлĕ Раççейпе» парти проекчĕн Канашĕн председателĕ Ирина Петрова йĕркелерĕ.

Партин çак проекчĕн координаторĕ Сергей Кузьмин каланă тăрăх, клуб тĕрлĕ категориллĕ хĕрарăмсене пĕрлештерет. Тĕллев - кашнине тивĕçлĕ пулăшу парасси.

Е.ЖОЛОБОВА.



10 апреля 2026
16:47
Поделиться