Килчĕç тухтăрсем Шупашкартан

АПРЕЛĔН 2-мĕшĕнче Шăмăршă район больницинче Шупашкарти паллă клиникăсенчен килнĕ тухтăрсен мобильлĕ бригади пулнă. Тамара Васильева гастроэнтеролог, Худойдод Салиев пульмонолог, Олег Илларионов уролог, Ольга Степанова гериатр тата Наталья Кувшинова нефролог пĕр кун хушшинче 74 çынна йышăннă. 16 çынна республикăри центрсене тепĕр хут тарăннăн тĕрĕслеме янă, 4 паци- ента госпитализаци кирлине палăртнă.

«Вăрăм та хастар пурнăç» Наци проектне пурнăçласа, республикăри тухтăрсем Шупашкартан инçетре вырнаçнă округа малашне те килсех тăрĕç.



10 апреля 2026
17:25
Поделиться