Кивчукалсен - харăсах икĕ çĕнтерỹ!
Канаш округĕнчи Шăхасан ялĕнче республика шайĕнчи такмакçăсен 1-мĕш «Эх, янра, чăваш такмакĕ!» конкурсĕ иртнĕ. Ун йĕркелỹçи - «Чăваш Наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество пĕрлешĕвĕ.
Конкурса Шăмăршă округĕн конкурсĕн çĕнтерỹçисем - Кивĕ Чукал ялĕн Культура çурчĕ çумĕнчи «Пилеш» фольклор ансамблĕ (ертỹçисем - Валерий Мандрюков, Надежда Захарова) тата Ирина Малеева солистка хутшăннă.
«Пилеш» анлă тематикăллă такмаксем янратнă. Ирина Малеева вара хăй хайланă, Хĕрарăмсен кунне халалланă такмаксене шăрантарнă.
Кивчукалсем «Фольклор ансамблĕ», «Соло» номинацисенче харăсах 1-вырăн çĕнсе илнĕ, Диплома тивĕçнĕ.
Кивĕ Чукалăн пултаруллă такмакçисене чунтан саламлатпăр. Малашне те чăвашлăха аталантарассинче сỹнми хавхалану, иксĕлми ăсталăх, паллах, çирĕпрен те çирĕп сывлăх сунатпăр.
Зинаида ВОРОБЬЕВА.