Космонавтикăна халалласа

Космонавтикăна халалласа

Округри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсенче «Кирли çинчен - калаçу» заняти иртрĕ. Ăна пирвайхи космонавт Юрий Гагарин тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе - 65 çул, çĕр-шывăмăрăн ракетăпа космос отрасльне туса хунăранпа 80 çул çитнине халалларĕç.

Шăпах 80 çул каялла этемлĕхĕн пурнăçне пысăк улшăну кỹрекен ракетăпа космос отраслĕ «çуралнă». 65 çул каялла вара историе ĕмĕрлĕхех çырăнса юлмалăх «Кайрăмăр!» сăмах янранă, Космоса ÇЫН пĕрремĕш хут вĕçни Совет Союзĕн науки чи вăйлă аталаннине, пиншер ученăй, инженер, конструктор нумай çул хушши ĕçлени сая кайманнине çирĕплетнĕ.

Вĕренекенсемпе класс ертỹçисем çак ыйтусене пăхса тухрĕç: çăлтăрсем патне çитес ĕмĕт малта пыракан технологисене çаврăнни, Юрий Алексеевич тĕнче уçлăхне парăнтарни этемлĕх историне улăштарни, хальхи космонавтика мĕнпе «пурăнать», «Восточный» космодромран - пулас уйăх миссийĕсем патне çити. Вĕсем çамрăк ăрушăн питĕ кăсăклă пулчĕç.

Ачасем çакна ăша хыврĕç: Раççей çĕр-шывĕ - хăватлă космос держави. Тен, пирĕн вĕренекенĕмĕрсем хушшинчех çĕнĕ космос карапĕ проектлакансем е Марс çине вĕçекенсем лараççĕ... Вăхăт кăтартĕ.

Л.ГОРДЕЕВА,

округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ.



10 апреля 2026
17:22
Поделиться