Çăлтăр çутнă тĕнче уçлăхĕн тăррине...
Апрелĕн 12-мĕшĕ этемлĕх историне тĕнче уçлăхне çын парăнтарнипе яланлăхах кĕрсе юлнă. Çак кун, 1961-çулта, совет космонавчĕ Юрий Гагарин никамран малтан космоса вĕçнĕ. «Восток-1» караппа орбитăна тухнă, унта вĕçнĕ вăхăт - 108 минут. Çак пулăм пĕтĕм тĕнчене кисретнĕ. Юрий Алексеевич çын тĕнче уçлăхĕнче пулма пултарнине кăна мар, Совет Союзĕ наукăпа техника прогресĕпе пур çĕр-шывран та вăйлă пулнине çирĕплетнĕ.
Тĕнче уçлăхне парăнтарнă виççĕмĕш космонавт - чăваш. Вăл Чăваш Республикин (унччен ЧАССР пулнă) Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Шуршăл ялĕнче çуралса ỹснĕ Андриян Николаев. Андриян Григорьевич космосра икĕ хутчен пулнă: «Восток-3» тата «Союз-9» карапсемпе вĕçнĕ. Çавна май Чăваш çĕрне тĕнче шайне çĕкленĕ. Хăй вара икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ ятне, генерал-майор званине тивĕçнĕ.
Чăваш Енĕн иккĕмĕш космонавчĕ - Муса Манаров. Ун ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Улатăр хулинче иртнĕ. Вăл та тĕнче уçлăхĕнче икĕ хутчен пулнă. Пирвайхи хут вĕçсен Çĕр çывăхĕнчи уçлăхра 365 талăк та 22 сехет те 38 минут тытăнса тăнипе рекорд тунă. Иккĕмĕш хутĕнче 175 талăк вĕçнĕ. Пĕтĕмпе уçă космоса (открытый космос) 7 хут тухнă. Муса Хираманович - Совет Союзĕн Геройĕ, Ленин орденне тата«Ылтăн Çăлтăр» медале тивĕçнĕ полковник.
Улатăр районĕнчи Кире поселокĕн çынни - Николай Михайлович Бударин - Раççейри çĕнĕ космонавтсен ăрăвĕнчен тухнă космонавт-испытатель. Тĕнче уçлăхĕнче виçĕ хут пулма хăват çитернĕ. Ентешĕмĕр орбитăра - 444 талăк, уçă космосра 47 сехет пулнă. Вăл - Раççей Федерацийĕн Геройĕ.
Пирĕн виçĕ космонавта обществăлла ĕç те çыхăнтарнă. Андриян Николаев - РСФСР Верховнăй Совечĕн депутачĕ, Муса Манаровпа Николай Бударин Раççей Патшалăх Думин («Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти тăратнă) депутачĕсем пулнă май тăван Чăваш çĕр-шывне тивĕçлĕ пулăшу панă. Вĕсем - пирĕн чыс та мухтав!
Пĕлтерĕшлĕ пулăм, 1968-çулта Совет Союзĕнчи Космонавтика кунĕ официаллă майпа Пĕтĕм тĕнчери авиаципе космонавтика кунĕ пек историе çырăнса юлнă. Çакă веçех пирĕн Çĕр-шывăмăр хăватне тепĕр хут çирĕплетет.
З.Свеклова.