Мăнкун умĕн çĕнелчĕ чиркỹ

Мăнкун умĕн çĕнелчĕ чиркỹ

Анат Чаткасри Тĕлĕнтермĕш ĕçсем тăвакан Çветтуй Николай ячĕллĕ чиркỹ сăн-сăпачĕ çак кунсенче палăрмаллах улшăнса çĕнелчĕ. Кунта ылтăн тĕслĕ куполсем, тĕрлĕ сасă кăларакан 7 чан (колокол) çĕкленчĕç. Чиркỹ настоятелĕ Иоанн Калмыков куполсемпе хĕрессене тата чансене ял-йыш умĕнче çветит туса сăвапларĕ.

Çỹлерех асăннă япаласене туянмашкăн Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн çыннисем, тĕрлĕ çĕрте пурăнакан ентешĕмĕрсем пысăк тỹпе хыврĕç. Кашни кил-хуçалăх 2000-шер тенкĕ укçа пачĕ. Пысăк сумма укçа-тенкĕ куçарнă Олег Еремеева, Иван Майорова, Алексей Антонова, Павел Зыкова, Петр Самсонова, Олег Воронина, Иван Морозова, Евгений Новыя, Герольд Алексеева паллах, пĕчĕк ĕç (пенси) укçипе пурăнакан кашни гражданах - чыс та мухтав!

Шупашкар хулинчен килнĕ Сергей Федоров, Андрей Еремеев, Владимир Абрамов, ялти ăстасем - Эдуард Леонтьев, Михаил Самсонов, Николай Петров строительство ĕçĕнче вăй хучĕç.

Сăмах май, чиркĕве хăтлăх кĕртес енĕпе 2025-çулта нумай ĕç-пуç тунăччĕ: Алтарь алăкне, чиркĕве кĕмелли-тухмалли алăксене тата крыльцана çĕнетнĕччĕ. Çывăх вăхăтра кунта пуçару бюджечĕпекупель - шыва кĕмелли вырăн - тума пăхнă.

Чиркỹ тата унăн территорийĕ çĕнелсе илемленни культура объектне упраса хăварма тата ял сăн-сăпатне лайăхлатма ырă витĕм кỹрет.

Л.ПЕТРОВА,

Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн начальникĕ.



10 апреля 2026
17:37
Поделиться