«Мĕнпе вăйлă эпир? - пĕрлĕхпе!»

Çак сăмахсене пиртен кашнийĕ кунсерен миçе хут калать-ши... Ятарлă çар операцийĕн лару-тăрăвĕ пире, тылрисене, пĕр тĕллевпе - хỹтĕлевçĕмĕрсене ытларах та ытларах пулăшу кỹрес туйăмпа - çыхăнтарчĕ. Кам - ĕçпе, кам - япалапа, кам укçа-тенкĕпе пулăшса Çĕнтерĕвĕмĕре çывхартать.

Шăмăршăри «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ акă округри тĕрлĕ волонтерпа çыхăнса ĕçлет. Кирек епле пулăшу та вырăнлă. Пире тăтăшах пулăшу паракансем сахал мар.

«Строитель Плюс» ООО генеральнăй директорĕ Николай Быков - яланхи спонсор. Хальхинче Николай Никонович Шупашкартан хăй машинипе икĕ пысăк спанбонд илсе килчĕ. Çак хаклă парне - маскировка сечĕ çыхмалли тĕп материал.

Георгипе Ярослав Кудряшовсем - уйрăм предпринимательсем - пире кирлĕ материал тупса тĕп хуламăртан хăйсемех кỹрсе параççĕ, пĕрлехи кассăна кунсерен укçа-тенкĕ хываççĕ. Георгий Иванович хăйĕн магазинĕнчи тавара пире чылай чакарса сутать.

Уйрăм предпринимательлĕхпе ĕçлекен Зойăпа Геннадий Иванскисемпе Марина Крылова та укçан та, транспортпа та тăтăшах пулăшаççĕ. Хуларан пире кирлĕ тавара илсе килеççĕ. Вăхăтне те, нухратне те шеллемеççĕ.

Вероника Кудряшовăран та тĕлĕнме пăрахаймастăн. Вăл кунсерен (!) пуçару ушкăнĕн счечĕ çине укçа куçарать. Çавна май гражданла тĕрĕс позицие, иксĕлми патриотизма кăтартать.

Укçа-тенкĕ - никамăн та ытлашши мар. Ик алă вăйĕпе, чун тарĕпе ĕçлесе тунă нухрат такамшăн та хаклă. Паянхи йывăр лару-тăрура хăй укçине Раççей салтакĕсемшĕн, Çĕр-шывăмăрăн малашлăхĕшĕн, хамăрăн телейлĕ те ирĕклĕ пурнăçшăн тăккалани вара - сăваплă ĕç!

Ырă ÇЫННĂМĂРСЕН пархатарлăхĕ умĕнче округ гражданĕсен ятĕнчен çĕре çити пуç таятăп...

В.ЕРЕМЕЕВА,

Шăмăршăри «Веçех - Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.



10 апреля 2026
17:34
Поделиться