Ăмăртура вăйлисем - çĕнтерỹçĕсем

АПРЕЛĔН 4-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи спорт залĕнче волейболла выляса мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ.

Пысăк ăсталăх кăтартса ăмăртура Т.Алимов уйрăм предприниматель команди çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта - Шăмăршă вăтам шкулĕпе Шăмăршă ял территори уйрăмĕн командисем. Çĕнтерỹçĕсене «Туслăх» спорт шкулĕн Грамотипе тата парнепе хавхалантарнă.



10 апреля 2026
17:24
Поделиться