Округра - 50 ытла «электрокĕтỹç»
АС ТĂВАТПĂР-ХА: темиçе çул каялла ялта кĕтỹç пысăк хисеп- реччĕ. Ун чух выльăхне те ытларах усранă-ха, ирхине кашни урамран пĕрер кĕтỹ хăваланă.
Халĕ ялта кĕтỹç кирлех мар професси пулса тăчĕ. Выльăхсене пур çĕрте те «электрокĕтỹç» кĕтет. Хакĕ те тем чул пысăк мар. «Электрокĕтỹçе» фермерсем çеç мар, килти хушма хуçалăхсем те туянма пултараççĕ. Округ администрацийĕн экономикăпа ял хуçалăх секторĕнчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, Шăмăршă округĕнче халĕ 50 ытла «электрокĕтỹç» ĕçлет.