Олег Николаев тỹрĕ эфира тухать!

КăÇалхи апрелĕн 22-мĕшĕнче 11.00 сехетре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тỹрĕ эфира тухать. Олег Алексеевич республика аталанăвĕ тата малашлăхри ĕçсем пирки калаçĕ, çавăн пекех граждансен ыйтăвĕсене хуравлĕ.

Ыйтусене Патшалăх çăмăллăхĕсен (Госуслуги) порталĕ урлă маларах пама юрать. Эфир кунĕнче ыйтусене чатра е телефонпа 8 (8352) 565 100 номерпе шăнкăравласа пама пулать.

Тỹрĕ эфирпа граждансене ЧР Пуçлăхĕн ВКонтакте социаллă сечĕн страници, «Чăваш Республики» сообщество, Чăваш Наци телевиденийĕ тата ЮТВ, Наци радиовĕ çыхăнтарĕ. Текстпа «Чувашинформ» тата «Хыпар» каналсенче вуласа паллашма май пур.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



10 апреля 2026
16:43
Поделиться