Палтиелсем пуçару проекчĕсене килĕштереççĕ
ПАЛТИЕЛ ял территори уйрăмĕнче 2025-çулта 3 пуçару проектне пурнăçа кĕртнĕ. Патшалăх пулăшнипе тата халăх укçи-тенкипе усă курса Палтиелĕнче пушара хирĕç кĕрешмелли пĕвене тирпей-илем кỹнĕ, Палтиелпе Патирек хушшинче çул хĕрринчи йывăçсене касса тирпейленĕ, Палтиелĕнчи Владимир Михайлов урамĕнчи çула юсанă.
2026-çулта Палтиелĕнчи Новая урамран пуçласа Патирек ялне çитичченхи çула юсама, Палтиелĕнчи Уруков урамĕнче контейнер площадки вырнаçтарма палăртнă.
«Транспорт тытăмне аталантарасси» муниципалитет программине пурнăçласа, кăçал Патирекри Сейфутдиновпа Лашман урамĕсенчи çула малалла юсаççĕ.