«Петĕр патша илчĕ салтака - 25 çул курмарăм арăма»

«Петĕр патша илчĕ салтака - 25 çул курмарăм арăма»

ПĔРРЕМĔШ Петĕр патшара ларнă тапхăрта чăваш халăхĕн пурнăçĕ тата та хĕсĕнсе çитнĕ. XVIII-ĕмĕр пуçламăшĕнче мĕн пур чăваша «хресчен» тесе çыртарнă. Маларах патша çарĕнче службăра тăнисем те халĕ нимĕнле çăмăллăх та курман. Вĕсене «лашман» ят панă та, çар карапĕ тума вăрман кастарнă. Хальхи Шăмăршă округĕн территорийĕнче пурăннă вăй питти арçынсен пĕр пайне Сăкăт тата Çĕнĕ Кахăрлă лашман вулăсĕсене кĕртнĕ. Сăкăт вулăсĕнче - Палтиел Уразлеевăпа (салтак службинче пулнă тутарсем) Патирек (салтак службинчен таврăннă чăвашсем), Çĕнĕ Кахăрлă вулăсĕнче Асанкасси (салтак службинче пулнă чăвашсем) лашманĕсем тăнă.

Шăмăршă вăрманне карап валли çеç мар, патшан çывăх çыннисемпе воеводăсем валли кермен тума та нумай каснă.

1705-çулта чăваш ялне тепĕр начар хыпар çитет: салтак службине 25 çула çитиччен тăсаççĕ. Кашни ялта 20 килĕрен пĕр çамрăка 25 çула салтака яма тивнĕ. Архив докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, Шăмăршăран - 6, Энтĕрьелĕнчен - 11, Ирçе Тĕккинчен - 9, Пуянкассинчен - 10, Виçпỹрт Шăмăршăран - 13, Кахăрлă Шăхалĕнчен - 6, Тури Чаткасран - 10, Анат Чаткасран - 14, Патирекрен - 7, Матак çырми çинчи Палтиелĕнчен - 9, Капар çырми çинчи Палтиелĕнчен - 7, Палтиел Уразлеевăран - 10, Хайпăларан - 5, Васантан - 10, Ярăславран - 9, Кивĕ Шăмăршăран - 6, Çĕнĕ Шăмăршăран - 5, Шамккайран - 13, Вырăс Чукалĕнчен - 7, Кивĕ Чукалтан - 9, Пăчăрлă Пашьелĕнчен - 12, Асанкассинчен - 6, Улмаллăран - 5, Никишинăран 3 çынна 25 çула салтака ăсатса янă.

Никрутсенчен (салтак ачисенчен) çурри ытла патша çарне каяс умĕн авланма ĕлкĕрнĕ. Хăвăрах шухăшласа пăхăр: 25 çултан салтакран таврăннă чух унăн ачи те авланма е качча кайма ĕлкĕрнĕ вĕт, мăнукĕсем те пулма пултарнă.

Салтака кайиччен авланайманнисен вара - ватă каччă шутĕнче пулса - таврари ялта хăй валли хĕр шырама тивнĕ.

Раççей императорĕн çарĕ профессионаллă шутланнă, мĕншĕн тесен салтаксемпе офицерсен хĕсметре нумай çул тăмалла пулнă. Патша Указĕнче çапла çырнă вырăн пур (текста вырăслах илсе кăтартатăп - авт.): «Новобранец может отправляться к месту службы с женой и ребятишками». Чăваш çамрăкĕсем çак правăпа усă курма вăтаннă: ял хĕрарăмĕ упăшкипе пĕрле салтака кайни пирки нимĕнле документра та асăнман.

1834-çулта салтак службине 15 çул таран чакарнă. Иккĕмĕш Александр патша службăна 15 çул таран кĕскетнĕ.

Отставкăна кайнă салтаксенчен нумайăшĕ хулана кайса завода вырнаçнă е Атăл çинче бурлакра ĕçленĕ. Салтакра вулама-çырма вĕреннĕскерсем, вĕсем ялти шкулта учителе вырнаçнă тĕслĕх те сахал мар. Акă 25 çул салтакра пулнă Няга Никифоров Карапай Шăмăршă ялĕнчи ачасене хутла вĕрентнĕ. Çак ырă ĕçшĕн ачан ашшĕпе амăшĕн Няга учителе пĕр лав вутă леçсе памалла пулнă. Унăн вĕренекенĕсем 4 çул çỹренĕ хыççăн экзамен тытнă. Экзамен ирттерме Пăваран инспектор чĕнсе илнĕ. Няга учителĕн кашни вĕренекенĕ экзамена ăнăçлă тытса тивĕçлĕ документ илме пултарнă. Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн çыннисем Няга Никифорова халĕ те ялти халăха çутта кăларнă чăн малтанхи учитель тесе шутлаççĕ.

1874-çулхи çар реформи вăхăтĕнче Никрут тивĕçнĕ (рекрутская повинность) çар тивĕçĕпе улăштарнă. «Никрут» вырăнне «çамрăк салтак» теме пуçланă.

25 çул салтакра тăрса, арçын çар ĕçне çеç мар, кĕпе-тумтир çĕлеме, атă-пушмак юсама тата тимĕртен хуçалăхра кирлĕ япала ăсталама та хăнăхнă. Çарта сержант пулнисене вулăс правленийĕнче е почтăра ĕçлеме те йышăннă.

Архив документĕнче отставкăри ватă салтак (старослужащий) Артемий Григорьев Шăмăршăра эрех лавкки (хупах) уçнине те асăннă. Тепĕр ватă салтак - Кивĕ Чукалти Виссарий Малов (е Малеев-ши? - авт.) - лавкка уçса ут хатĕрĕпе (хăмăт, урхалăх, йĕнер, тилхепе тата ытти те), тикĕт сутнă. Çапла вара Артемий Григорьевпа Виссарий Малова (Малеева) пирĕн енчи пĕрремĕш предпринимательсем теме пулать.

Ив.САЛАНДАЕВ.

(Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă)



10 апреля 2026
17:40
Поделиться