Пăлхавăшни, Мăнкун...
Пăлхавăшни (Благовещение Пресвятой Богородицы) – православи тĕнĕн 12 тĕп уявĕнчен пĕри. Ăна яланах апрелĕн 7-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.
Праçник ячĕ («благая весть») грек чĕлхинчен куçарсан «ырă хыпар» тенине пĕлтерет. Евангелире çырнă тăрăх, Иисус Христос Туррăмăр Амăшне - Таса Хĕр Марийăна Гавриил архангел çапла каланă: «Савăн, Благодатная! Турă Санпа пĕрле! Арăмсем хушшинче Эсĕ пиллĕхлĕ!» Вăл Ăна Турă Ывăлне çура- тасси пирки пĕлтернĕ. Унран çуралнă Турă Ывăлĕ пĕтĕм этемлĕхе çылăхран хăтарĕ тенĕ. Тĕн кĕнекисем ăнлантарнă тăрăх, Гавриил архангел сăмахĕ этемлĕхшĕн Адампа Евăна Райран хăваласа янă хыççăнхи пирвайхи савăнăçлă хыпар пулнă.
Христианинсем Пăлхавăшние 7-ĕмĕрĕн варринчен пуçласа уявлаççĕ. Çак кун чиркỹсемпе храмсенче Аслă Туррăмăра мухтаса, Унран пиллĕх ыйтса кăçал та литургисем иртрĕç. Пăлхавăшни литургине уйрăмах хĕрсемпе хĕрарăмсем хутшăнма тăрăшаççĕ.
Мăнкуна кăçал апрелĕн 12-мĕшĕнче, çитес вырсарникун, уявлатпăр. Мăнкун - Христос Хăй вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе вилнисене чĕрĕлĕх панине палăртмалли праçник. Çак аслă уява православи тĕнĕпе пурăнакансем 7 эрне типĕ тытса, çылăхĕсемшĕн чунтан ỹкĕнсе, вĕсене каçарттарса кĕтсе илеççĕ. Христос ỹчĕпе юнне ăша илни - Туррăмăрпа пĕрлешни.
Ахальтен мар ĕнтĕ пиртен кашниех ку праçнике кил-хуçалăха çуса-тасатса кĕтсе илме хатĕрленет.
... Христос çĕр çинчи мĕн пур çыннăн çылăхĕсемшĕн вилнĕ: Ăна Хĕрес çумне çыхса-пăталаса хунă. Çĕнĕ Завет тăрăх, иудейсен Песахĕ (Мăнкунĕ) умĕнхи эрнекун (Страстная Великая пятница) Турă Ывăлĕн Иисус Христосăн хĕрес çине пăталанă ỹтне склепа (тупăк лартма çĕр айне чавса хунă вырăна) пытарнă. Виçĕ кунтан Христос вĕренекенĕсем Ун ỹтне ритуал тăрăх миро çăвĕпе сĕрес тесе пынă, анчах склеп пушă пулнă. Христос чĕрĕлсе тăнă. Çакă Вăл вилĕмсĕрлĕхе куçнине пĕлтернĕ. Миро çăвĕ сĕрекенсене хăвăла кĕнĕ çĕрте ангел кĕтсе тăнă, çапла пĕлтернĕ:
- Христос чĕрĕлнĕ!
Православи тĕнĕпе пурăнакансем Иисус Христос этемлĕхĕн çылăхĕсемшĕн асапланса вилнине, «вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе вилнисене чĕрĕлĕх панине» ĕненеççĕ. Ахальтен мар пĕр-пĕрне тĕл пулсан чи малтан «Христос чĕрĕлнĕ!», «Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ!» сăмахсене калаççĕ.
... Уяв турăшĕ (иконĕ) - тамăкăн тĕпсĕрлĕхĕнчен чи пирвайхи çынсене - Адампа Евăна, вĕсемпе пĕрле мĕн пур праведниксене кăларнин символĕ.
Çăлавçă аллинчи Хĕрес - тамăк алăкне уçнин тата Хăй хыççăн пыракансене ертсе пыракан çĕнтерỹ ялавĕн палли.
Мăнкуна чиркỹре кĕтсе илсен аван. Кунти литурги, уяв символне - пĕветнĕ çăмартана - кĕл туни, «Христос чĕрĕлнĕ!» - «Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ!» сăмахсемпе пĕр-пĕрне саламлани питех те вырăнлă.
Çăмарта - Мăнкун символĕ, çĕнĕ пурнăç палли. Ăна хĕрлĕпе сăрлани - Христос юнне, çăмарта хăй - Çăлаканăн масарне, çĕмĕрĕлнĕ çăмарта Иисус вилнĕ çĕртен чĕрĕлсе тăнине пĕлтереççĕ.
Мăнкунра тата кулич тĕп вырăн йышăнать. Ăна та, хĕретнĕ (пĕветнĕ) çăмарта пекех, чиркỹре кĕлĕ туса тасатаççĕ.
Çемьепе пĕрле ларса Аслă Мăнкуна паллă туни - Çăлаканăмăра хисеп туни. Çакна асра тытмалла. Паллах, вăрçăнасран, пĕр-пĕрне кỹрентересрен асăрханмалла. Пĕр-пĕринпе туслăхпа юратура, килĕшỹре пурăннине ним те çитмест. Георгий Хитров протоиерей, Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.