«Предприниматель пуласчĕ манăн...»
ÇАК КУ НСЕНЧЕ - округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин ертсе пынипе - социаллă контракт енĕпе ĕçлекен ведомствăсем хушшинче комиссин черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
Ларура уйрăм предприниматель ĕçне пуçăнас тĕллевпе йĕркеленĕ 3 бизнес-плана, килти хушма хуçалăха аталантарма пулăшу ыйтнă 8 заявкăна, ĕç тупса пама ыйтнă 2 заявкăна пăхса тухса тивĕçтернĕ.