«Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти проекчĕпе
МАРТĂН 30-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 3-мĕшĕччен республикăра коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе граждансене йышăнмалли эрне иртнĕ. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин «Школа ЖКХ» проекчĕпе килĕшỹллĕн, кашни çын хăйĕн ыйтăвĕпе консультаци илме пултарнă.
Шăмăршă округĕнче граждансене «Школа ЖКХ» парти проекчĕн координаторĕ Андрей Удин тата округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - тирпей-илемпе территори аталанăвĕн управлени ертỹçи Андрей Кокуркин йышăннă.