Салампипе Савантей

(Ытарлăх)

Салампи садсенчи сасăсемпе савăнать. Салакайăк сасси самантрах сывлăшра сапаланать. Сăпсасем садри сенкер-симĕс сирене сĕртĕнсе сĕр! сĕр! сĕр! сĕрлеççĕ, сиренĕн сĕтеклĕ сĕткенне сăрăхтараççĕ.

Салампи самайччен сăнарĕ садри сăнсене. Сар-сар сараппанлăскер, сăпайлă, сăлтавсăрах сỹпĕлтетмест. Сасартăк:

- Салампи, салам! Садсем, сывлăх сунатăп сире! Савантей, сумлă сăвăç, самаях сехĕрлентерчĕ. Савантей - сăмах-юмах специалисчĕ:

- Сарă, сарă Салампи

Сарă-сарă сăпкараччĕ.

Салакайăк сассипе

Сехетшер сиксе сав- натчĕ.

- Суеçтерен, Савантей. Суеçĕ.

- Суймастăп, Салампи. Суймастăп.

Скакалку сан симĕсчĕ,

Сеп-сенкерччĕ саппуну.

Сĕтпеле сипленнĕччĕ

Сиенленсен - сывлăху.

Савантей самантрах сăвăлать.

Сăвăри сăмахсемпе Салампие савăнтарать:

- Савантей, сана сăнарласа сăвăлас-и?

- Сăвăла, Салампи.

- Сан сюжетлă сăввусем Савăнтарчĕç самаях. Сахалрах суеçтерсем Саппасри сăмахупа. - Салампи, самаях сăвăлатăн-çке. Саламлатăп. Саншăн савăнатăп. Сăвăçсем сахалланнăччĕ-ха...

Савăнмаллипех савăнчĕç Салампипе Савантей сăвăсем сăвăласа. Сăвăçсем сăмахĕсемпех сыватаççĕ, салхулланнă сусăрсене, суккăрсене савăнтараççĕ. Сăпаççипă, сăвăçсем, сипетлĕ сăввăрсемшĕн.

Надежда Чечекпи,

Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.



10 апреля 2026
17:40
Поделиться