Веçех - Çĕнтерỹшĕн!
Фронтри тата госпитальти салтакăмăрсене пулăшасси Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕшĕн кулленхи пурнăç йĕрки пулса тăчĕ. 2022-çултанпах, ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах, çĕр-шывăмăрăн хỹтĕлевçисене кирлĕ япаласемпе тивĕçтерессишĕн тăрăшатпăр эпир.
Кăçалхи январь-март уйăхĕсенче 24 хутчен гуманитари тиевне ăсатма пултартăмăр. Курск, Донецк, Запорожье, Луганск, Харьков тăрăхне, малти линие, çар госпиталĕсене хамăр алăпа хатĕрленĕ-пухнă-туяннă япаласем ăсатни савăнтарать.
Виçĕ уйăхра çак япаласене çĕлерĕмĕр-хатĕрлерĕмĕр: дронтан хỹтĕленмелли утиял (103 шт), пончо плащ (14 шт), дронтан хỹтĕленмелли тент (2 шт), минтер (67 шт), минтер пичĕ (136 шт), «шăмă» минтер (183 шт), простынь (60 шт), пододеяльник (8 шт), чавса айне хумалли минтер (155 шт), ура тупанĕ айне хумалли минтер (77 шт), ал шăлли (328 шт), сăмса тутри (270 шт), пижама (150 шт), липучкăллă аялти йĕм (141 шт), резинкăллă аялти йĕм (788 шт).
Летчиксем валли сахал мар япала янтăларăмăр. Вĕсем: самолетсене витмелли пысăк маскировка сечĕ (78 шт), ытти тĕллевпе усă курмалли хỹтлĕх карри (77 шт), берцы (15 мăшăр), плед (1 шт), окоп çурти (1 коробка), «типĕ» душ (70 шт), нуски (282 мăшăр), алсиш (10 мăш), ĕç перчетки (35 мăш), тактика перчетки (101 мăш), арçын кĕпи (16 шт), футболка (25 шт), трико (12 шт), матрас (8 шт), хут ал шăлли (5 кор), нỹрĕ салфетка (110 шт), супăнь (150 шт), «салтак çăвĕ» (1 кор), майонез (1 кор), газ баллонĕсем (8 кор), кĕлентĕр (20 кг), сосиски (12 кг), конфет (41 кг), типĕтнĕ пулă (4 кг), консерваци (25 банка), сало (10 кг), килте типĕтнĕ чей (150 пачка), «типĕ» яшка (35 шт), типĕтнĕ ешĕл - зелень (3 кг), типĕтнĕ сухан (15 кг), типĕтнĕ ыхра (5 кг), килте тунă çимĕçсем: кириешки (50 кг), чак- чак (215 кг), хворост (77 кг), баурсак (32 кг), печени (73 кг), «мăйăр» (37 кг), çавăн пекех каснă салма (198 кг), кĕрпе (20 кг), пыл (2 витре).
Çак хỹтлĕх япалисене, çи-пуçа, апат-çимĕçе хỹтĕлевçĕмĕрсем тулли кăмăлтан йышăнаççĕ, Шăмăршă округĕн гражданĕсене чунтан тав тăваççĕ.
Паллах, эпир округри волонтерсен ушкăнĕсемпе çыхăнса ĕçлетпĕр. Уйрăм çынсем те, чиркĕве çỹрекенсем те сисĕмлĕ пулăшу параççĕ. Маскировка сечĕ çыхассипе, апат-çимĕç пухассипе Анат Чаткас (вырăн таврашĕ, минтер, аялти йĕм те çĕлеççĕ), Палтиел, Васан, Пуянкасси, Пăчăрлă Пашьел ял территори уйрăмĕн волонтерĕсем хастарлăх кăтартаççĕ.
Пире пурсăмăра та ырă кăмăллăх, Çĕнтерĕве çывхартас туйăм пĕрлештереççĕ. Патриотизм вара нихçан та ан сỹнтĕр. Паян вăл нимрен ытла кирлĕ.
Г.Егорова,
Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕн членĕ.