Палласа илеймĕр-ши?
Çак сăн ỹкерчĕке редакцие Анат Чаткасра пурăнакан Валерий Воробьев илсе килчĕ.
- Мана ăна районти паллă тавра пĕлỹçĕ Михаил Иванович Захаров панăччĕ, хушамачĕсене шыраса тупма ыйтнăччĕ. Шел те, пĕрне те палласа илеймерĕмĕр. Тен, сăн ỹкерчĕке хаçатра пичетлесен, паллакансем тупăнĕç? - терĕ ĕç ветеранĕ.
Сăн ỹкерчĕк пире те интереслентерчĕ, çавăнпа та ăна хаçатра пичетлеме йышăнтăмăр. Сирĕнтен хыпар кĕтетпĕр, хаклă вулаканăмăрсем!