Ашшĕ-амăшĕ экзамен тытрĕ

Ашшĕ-амăшĕ экзамен тытрĕ

Апрелĕн 9-мĕшĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕнче, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрле экзамен паратпăр» акципе килĕшỹллĕн, пулас выпускниксен ашшĕ-амăшĕн пĕрлехи патшалăх экзаменĕ (ППЭ) иртрĕ. Раççейри вĕренỹ надзорĕ (Рособрнадзор) кăçал ашшĕ-амăшĕнчен экзамен тыттарассине 10-мĕш хут йĕркелерĕ. Акци тĕллевĕ: ашшĕ-амăшне ППЭ йĕркипе тата процедурипе, экзаменти ĕçсемпе паллаштарасси, хăйсен опычĕпе ачисемпе пайланма пулăшасси, вĕренекенсен экзамен умĕнхи пăлханăвне сирме май туса парасси.

Экзамен «параканĕ» вара округри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденисен 11-класĕсенче пĕлỹ пухакансен ашшĕ-амăшĕ пулчĕ. Мероприятие округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров тата Шăмăршă вăтам шкулĕн директорĕ Вера Хорькова хутшăнчĕç.

Акци участникĕсем экзаменăн кашни тапхăрĕ витĕр тухрĕç. Вĕсене металл детекторĕпе тĕрĕслерĕç, инструктажпа паллаштарчĕç. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕ бланк çырса тултарчĕ, унтан экзамен ĕçĕсене турĕ. Кăçал вĕсем вырăс чĕлхипе тытмалли пăрăнми (обязательнăй) экзаменăн кĕскетнĕ вариантне пурнăçларĕç. Ашшĕ-амăшĕ 10 (27-рен) ĕçе (задание) çырса турĕ. Ĕçсем - тĕрлĕрен. Экзамен вăхăчĕ валли 30 минут (3,5 сехет вырăнне) уйăрчĕç.

Ĕç вĕçленсен акцие хутшăннисем çывхаракан экзаменсем пирки сỹтсе яврĕç, çакнашкал мероприятисем ашшĕ-амăшне ППЭ формачĕ пирки лайăхрах ăнланма пулăшнине палăртрĕç. Паллах, ачасем вырăнĕнче пулса экзамен тытни ашшĕ-амăшĕпе ывăлхĕрĕн хутшăнăвне тата аслисен пĕрлĕхне çирĕплетет.

Е.Кудряшова,

округ администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕн çумĕ.



17 апреля 2026
17:43
Поделиться