«Чăваш Ене килсе курсамăр...»

«Чăваш Ене килсе курсамăр...»

Чăваш Респ убликин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççейри туризма аталантарас енĕпе ĕçлекен Правительство комиссийĕн ларăвне хутшăннă. Ларăва Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн заместителĕ Дмитрий Чернышенко ертсе пынă. Çавăн пекех канашлура РФ Экономика аталанăвĕн Министрĕ Максим Решетников, РФ Энергетика Министрĕ Сергей Цивилев, çĕр-шыв субъекчĕсен ертỹçисем, банксен, финанс институчĕсен, корпорацисен, туроператорĕсен Ассоциацийĕсен представителĕсем пулнă.

«РФ Президенчĕ Владимир Путин тĕллевлĕ кăтарту - 140 млн туризм çул çỹревĕ - лартнă тăрăх, туризм услугисен экспортне пирĕн 3 хутчен, 10,1 млрд доллар таран, ỹстермелле», - палăртнă Дмитрий Чернышенко.

Чăваш Ене çỹрекен туристсен шучĕ ỹсет.

2026-çулта «Заимка» кану бази, «Чăваш Керемĕ» этнокомплекс, «Чăваш Енĕн пылак ылтăнĕ» агротуризм комплексĕ, «Амазония» парк валли оборудовани туяннă. «Волжанка» санаторинче ача-пăча тата спорт площадкисене хута янă. Малтанхи сасă приложенийĕсем валли виçĕ çĕнĕ аудиогид тунă.

Республикăра хăна çурчĕсен фончĕ пысăкланать. Отельсем, кану çурчĕсем, ытти кану комплексĕ хăйсен услугисене анлăлатаççĕ. Вĕсен шучĕ ỹсет, 120 ытлахăна çуртне сертификациленĕ ĕнтĕ. 2025-çулта кăна 113 çĕнĕ номер уçăлнă. Улатăрта - виçĕ çăлтăрлă 20 номерлĕ «Эрьзя» отель, Шупашкарта 16 номерлĕ Турист çурчĕ уçăлни - пирĕн мăнаçлăх. Çăмăллатнă кредитпа килĕшỹллĕн, 77 номерлĕ «Волга Премиум» отелĕн реконструкцине вĕçленĕ.

Тарават Чăваш Ен çулсерен хăнасем валли пĕлтерĕшлĕ программăсем йĕркелет. Малашлăхра - 155 масштаблă мероприяти ирттересси, вĕсенчен çурри ытла çуллахи тапхăрта пулĕ.

Регионта гастротуризм вăй илнĕ. Вăл апат-çимĕç фестивалĕсенче палăрать. Пĕлтĕр уçăлнă «Пехет» агромаркетра акă вырăнти производительсен тутлă та пахалăхлă продукцине сутнипе пĕрлех концерт кăтартаççĕ, халăх ăстисен ярмăрккипе ăсталăх класне йĕркелеççĕ. 2025-çулта «Пехетре» 1,7 пин çын пулса курнă.

Правительство автотуризм тата хăнасене вырнаçтармалли модульлă хатĕрсене аталантарасси çине тимлĕх уйăрать. «Тĕпчемен Чăваш Ен, пĕтĕм республика - автомобиль чỹречинчен» маршрут йĕрĕпе хăтлăх кĕртме кăна бюджетран уйăрнă укçан çуррине яхăнне тăкакланă.

Патшалăх программипе килĕшỹллĕн, Шупашкар округĕнче тата Атăл леш енче глэмпинг вырнаçтармашкăн пилĕк проекта суйласа илнĕ.

Шупашкарти А.Г.Николаев ячĕллĕ Халăхсем хушшинчи аэропорт Сочи, Мускав, Санкт-Петербург, Минеральные Воды, Новосибирск, Сургут, Калининград, Махачкала хулисене вĕçмелли маршрутпа тивĕçтерет. Иртнĕ çулта çак çăмăллăхпа 650 пин çын усă курнă.

Чăваш Енĕн тĕп хулине Атăлпа ишекен круиз теплохочĕсем чарăнаççĕ. Шупашкар хăнисен йышĕ ку енĕпе 100 пине яхăн çынна çитнĕ. Пысăк хăвăртлăхпа ишекен «Валдай» суднăсен те хăйсен маршручĕсем пур.

Кăçал «Шупашкар - Канаш» ретро-поезд чукун çулпа çỹреме старт илĕ.

Чăваш Республики хăйĕн позицийĕсене çĕр-шывăмăрăн туризм рынокĕнче çирĕплетсех пырать.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



17 апреля 2026
17:19
Поделиться