Экзамен - хавхалану кỹтĕр

Экзамен - хавхалану кỹтĕр

Экзамен ... Яваплă тапхăр. Шкултан вĕренсе тухакан кашни çамрăк ăна хăйне евĕр хумханупа йышăнать. Шăпах экзамен малалла вĕренме каяссине, юратнă профессие алла илессине татса парать-çке. Выпускник хăйне алăра тытни, хатĕрленỹ тапхăрне еплерех йĕркелени питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. 9-, 11-мĕш класс пĕтерекен яшсемпе хĕрсене тата вĕсен ашшĕ-амăшне çак сĕнỹсем кирлĕ пуласса шанатăп.

Пĕрлехи патшалăх экзаменне (ППЭ - ЕГЭ), патшалă- хăн тĕп экзаменне (ПТЭ - ОГЭ) хатĕрленесси - комплекслă ĕç. Унта ĕçе планлани, системăллă ĕç, хăнăхăва аталантарасси, психологи пулăшăвĕ кĕрет. Хамăн ĕç опытĕнчен эпĕ çак сĕнỹсене шута илме сĕнетĕп:

- малтан ĕç вырăнне хатĕрлемелле, ытлашши япалана илсе хумалла, вĕренỹ кĕнекисемпе пособисене, тетрадьсене, ручка-кăранташпа ытти канцеляри хатĕрне, хута ал айĕнче тытмалла;

- ăс-хакăла сарă тата хĕрлĕ-кăвак (фиолетовый) тĕссем çивĕчлетеççĕ - вĕсене интерьерта усă курсан аван (сăмахран, картина çакма юрать);

- ĕç планне тумалла (малтан палăртмалла: кам эсĕ - «тăри» е «тăмана», çавна кура хатĕрленĕвĕн тĕп пайне ирхинене е каçа валли хăвармалла; хăш кун мĕнле тема, пай (раздел) пăхса тухмаллине палăртмалла - ку вăхăта перекетлеме май парĕ;

- чи йывăр (начар пĕлекен) пайран вĕренме пуçласан лайăх; вĕренес кăмăл çук чухне чи кăсăклă темăран пуçламалла;

- ĕçпе канăва черетлемелле (сăмахран, 40 минут хатĕрленсен 10 минут канса илмелле); каннă хушăра хускану туни (чечек сапни, зарядка туни) вырăнлă;

- кĕнекери пуррине веçех ас тума та, вăхăт çитерме те хĕн - материала план (схема) туса вĕренме аван (вĕсене тепĕр хут кĕскен аса илме меллĕ);

- ку предметпа пичетленнĕ тĕрлĕ тестпа паллашмалла;

- тестсен ыйтăвĕсене хуравланă чух мĕн чухлĕ вăхăт кайнине секундомерпа виçсен аван - ку вăхăтпа тĕрĕс усă курма пулăшать;

- харпăр хăйне ку е вăл ĕçе тĕрĕс тăватăп тесе хавхалантармалла;

- экзаменччен пĕр кун маларах ирĕклĕрех вăхăт хăвармалла - ку пĕтĕм ыйтăва (ĕçе) тепĕр хут аса илме кирлĕ;

- ыран экзамен тенĕ чухне пуçа ытлашши ывăнтарма кирлĕ мар, уçă сывлăшра уçăлса çỹремелле, çителĕклĕ çывăрмалла;

- экзамена кая юлмасăр çитмелле, пропуск, паспорт (свидетельство мар), темиçе гель ручка, ĕçмелли шыв илсе кĕмелле;

- экзамена кĕнĕ чухне лăплантармалли препарат ĕçни усă мар, сиен кỹме пултарать (вăл ыйхăлантарать, сỹрĕклентерет), çавăнпа та эмел ĕçессинчен пăрăнмалла;

- шкулта сивĕ пулсан, ăшă тăхăнмалла;

- экзамента кирлĕ-кирлĕ мар шухăша пуçран кăларса пăрахмалла, тимлĕхе ỹстермелле, лайăххи çинчен кăна шутламалла, оператор ăнлантарнине тимлĕ итлемелле;

- васкамасăр «хыпаланмалла» - ыйтусене васкамасăр икшер-виçшер хут вуламалла, ăнланма тăрăшмалла;

- малтан пĕтĕмĕшле паллашмалла, ĕçе çăмăллинчен (лайăх пĕлнинчен) пуçласан хавхалану ỹсет; унтан йывăртараххи çине куçмалла;

- ĕçсен бланкне вĕçне çитиех пăхса тухмалла;

- пĕр ĕçе вĕçне çитермесĕр теприн çине куçма васкамалла мар;

- кашни çĕнĕ ĕç - бал пухмалли çĕнĕ шанăç.

- çăмăл ĕçсене тунă хыççăн йывăррисем патне таврăнмалла;

- суйласа илмелли вариантран хуравне çырнă чухне интуицие те «итлемелле»;

- ĕçе тимлĕ тумалла, пĕр хутран теприн çине куçарнă чух темиçе хутчен тĕрĕслемелле;

- юлташсем маларах класран тухрĕç пулсан, вĕсем хыççăн каймалла мар, экзамен вĕçленме пĕр 10-15 минут юличчен лармаллах, ку хуравсене тĕрĕслеме те, туса çитерейменнине вĕçлеме те май парать;

- экзамена хатĕрленекене ашшĕ-амăшĕн (ăна улăштараканăн) май пур таран услови туса памалла: ăна вăхăтлă кантарма, тутлăхлă апат (мăйăр, пахча çимĕç, улма-çырла, шоколад, пулă консерви) çитерме тăрăшмалла; килти лăпкă лару-тăру - экзамен тытмалли тĕп услови.

Çỹлерех илсе кăтартнă сĕнỹсем - çулсерен экзамен тыттарнă чух пухăннă пĕтĕмлетỹсем. Вĕсемпе пĕлсе усă курсан ăнăçу пулатех. Паллах, вĕренекен куллен-çулленпухнă пĕлỹ çирĕп пулни те кунта пĕлтерĕшлĕ.

Экзамен тытакан çамрăксене пурне те ăнăçу сунатăп. Эпир, педагогсем, шанатпăр: эсир - выпускниксем - умри тĕллевсене чиперех пурнăçлатăр, хăвăр килĕштерекен вĕренỹ заведенийĕсене кĕмешкĕн кирлĕ чухлĕ пĕлỹ те, балл та пухаятăр. Эппин, Пĕлỹ карапĕпе малалла ишĕр, Телей утравĕ патне çитĕр!

И.Яковлева ,

Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн математика вĕрентекенĕ.

 

Справка

Ирина Геннадьевна Яковлева (Карпова) 1994-çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен (специальность - математика тата информатика учителĕ) вĕренсе тухнă. Пуянкасси вăтам шкулĕнче ĕçленĕ, хальхи вăхăтра Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче математика вĕрентет. Педагогика ĕçĕн стажĕ - 32 çул. Çитĕнекен ăрăва вĕрентес тата воспитани парас ĕçре нумай çул хушши таса чунпа вăй хунăшăн, пысăк çитĕнỹсемшĕн Шăмăршă район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн, район администрацийĕн пуçлăхĕн, ЧР Вĕренỹпе çамрăксен политики министерствин, РФ Вĕренỹпе наука министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Аслă категориллĕ вĕрентекен.



17 апреля 2026
17:48
Поделиться