Çивĕч ыйтусене сỹтсе яврĕç

Апрелĕн 15-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.

Кун йĕркинче çак ыйтусем пулчĕç:

  1. Кадр центрĕсем тата ĕçе вырнаçтарасси; çамрăксене, СВО ветеранĕсене, аслă ăру çыннисене пулăшасси.
  2. 2026-çулăн пушар тухас хăрушлăхлă çурхи-çуллахи тапхăрĕнче Чăваш Республикин территорине пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси.
  3. «Культурăллă тавралăх», «Мирлĕ пурнăçа - утăм» программăсене пурнăçа кĕртесси: малтанхи пĕтĕмлетỹ.

Информаци кунне çак представительсем хутшăнчĕç: Чăваш Республикин Патшалăх службин юстици ĕçĕсен ертỹçи Дмитрий Сержантов, Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Андрей Кокуркин, «СТРОЙМАШСЕРВИС» ООО ертỹçи Радимир Егоров, Шăмăршă муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Ермолаев. Информаци ушкăнĕ округ администрацийĕн пайĕсен начальникĕсемпе тата ĕçченĕсемпе, депутатсемпе, çавăн пекех ял территори уйрăмĕсен начальникĕсемпе, предприятисемпе организацисен ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç.

1-мĕш ыйтупа ЧР Патшалăх службин юстици ĕçĕсен ертỹçи Дмитрий Сержантов, ЧР Ĕçлев министерствин Шăмăршă районĕнчи «Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр» КУ директорĕн тивĕçне пурнăçлакан Ирина Петрова доклад турĕç.

Спикерсем тĕрлĕ категорири граждансене ĕçе вырнаçтармалли механизмпа паллаштарчĕç, ĕçсĕррисене мĕнле пулăшни çинчен каласа пачĕç. Акă округри 233 шкул ачине ĕçе вырнаçтарма палăртнă. Ĕçпе тивĕçтернĕ чух вĕсене укçа-тенкĕпе пулăшма пăхнă. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен - 167 пин, вырăнтинчен 283 пин тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех ятарлă çар операцийĕн участникĕсемпе вĕсен çемйисене, аслă ăру çыннисене пулăшу парасси те анлă сарăлнă.

2-мĕш ыйтупа Шăмăршăри 42№ пушар хуралĕн надзорпа профилактика ĕçĕсен пайĕн аслă инспекторĕ, шалти служба капитанĕ Сергей Силюков тухса калаçрĕ.

Эксперт вут-кăвар тухасран сыхланмалли профилактика мероприятийĕсем çинче чарăнса тăчĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштарчĕ.

3-мĕш ыйтупа Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн начальникĕ Светлана Павлова сăмах илчĕ.

Вăл «Культурăллă тавралăх», «Мирлĕ пурнăçа - утăм» программăсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе тунă çитĕнỹсем çине вăхăт уйăрчĕ, малашлăхри задачăсене палăртрĕ, пирĕн округа кăçалхи майăн 19-мĕшĕнче «Пулăшу десанчĕ» çитессине пĕлтерчĕ.

Докладсемпе уçă калаçу мероприятие хутшăнакансене çивĕч ыйтусене сỹтсе явма пулăшрĕ. Çакă, паллах, округ çыннисен пурнăçĕн хăрушсăрлăхĕ, хăтлăхĕ çине ырă витĕм кỹресси куç кĕрет.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



17 апреля 2026
17:40
Поделиться