Кам хỹтĕлĕ Сире, Учитель?

ЧУНА ыраттаракан хыпар пуçран тухма пĕлмест. Пермь крайĕнче шкул ачи учителе çĕçĕпе чиксе вĕлернĕ. Хăрушă! Çак преступник (урăхла мĕнле калăн-ха ун пирки?) çав кун темиçе çыннăн пурнăçне те татма пултарнă вĕт-ха. Кам айăплă пирĕн обществăра çын вĕлерекен çитĕннишĕн? Шкул-и? Ашшĕпе амăшĕ-и? Класри тата урамри юлташĕсем-и?

Следстви органĕсем çак ыйтăва тĕпчесе вĕçĕ-хĕрне тухайĕç-и, тухаймĕç те-и - анчах çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре пысăк çитменлĕх пуррине йышăнмаллах. Учителе амантнă е вĕлерессипе хăратнă тĕслĕх унччен те пĕрре кăна пулман. Хăш-пĕр шкулта учителе кỹрентерсе пĕтересси, кайран вара - ашкăнчăка директор патне чĕнтерсен ашшĕ-амăшĕ хăйсен «чĕппине» хỹтĕлесе учителех айăпласси - йăлана кĕни вăрттăнлăх мар.

Раççейри шкулсенче паян 600 пин учитель çитмест. Çак цифра çултан çулах ỹссе пыни пăшăрхантарать. Çамрăксем педагог пулассишĕн тăрăшмаççĕ, мĕншĕн тесен шкулта ĕç укçи пĕрре те илĕртмест. Учитель ĕçĕ йывăрланнăçем йывăрланса пырать: кашни уроках тĕплĕн хатĕрленнипе пĕрлех, хут ĕçĕ те нумай. Ачасене конкурссемпе викторинăсене хутшăнтармалла, вĕсемпе пĕрле округ центрĕнче тата Шупашкарта пулса шкул чысĕшĕн кĕрешмелле тата ытти те.

Уйăхне 30 пин тенкĕ шалу илес тесен учителĕн икĕ ставкăпа ĕçлеме тивет, ытти «çĕклем» те тиенет. Учителе хут ĕçĕнчен хăтарма шантарни пурнăçа кĕмерĕ. Пачах та урăхла - тĕрлĕ хут çырасси тата та нумайланчĕ. Класс руководителĕн йывăр «лавне» туртса пынишĕн те ытла та сахал тỹлеççĕ.

Ас тăватпăр-ха, темиçе çул каялла шкула «пĕлỹ учрежденийĕ» тетчĕç. Халĕ - «организаци» пулса тăчĕ. Учителе пĕлỹ паракан мар, çăмăллăхсемпе тивĕçтерекен (оказывает услуги) çын шайне антарса лартрĕç.

Вырăсла каласан: «обслуживающий персонал». Кам ăсĕпе çак таранччен кỹрентереççĕ-ха ĕмĕр тăрăшшĕпех халăхра чи хисеплĕ çын пулнă учителе?

Шкулта ĕçлекенсен йышĕ ватăлса пырать. Çамрăксем учитель ĕçне питех килĕштерменнине маларах асăнтăмăр. Ĕç укçи пĕчĕкки - пĕр сăлтав, учительтен хытăран та хытăрах ыйтма пуçлани - тепĕр сăлтав. Хальхи ача темиçе çул каяллахи пек мар: чарусăр, аслисене хисеплеме пĕлмен ăру çитĕнес хăрушлăх пур. Воспитани ĕçĕнчи йăнăша тỹрлетесси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Вĕсен хăйсен ачи мĕнле вĕреннипе, шкулта та урамра хăйне мĕнле тыткала- нипе, учитель ĕçне хисепе хунипе интересленмелле.

Шкулсенче арçын учительсем сахал пулни те - воспитани ĕçĕнче пысăк проблема. Паянхи шкулта информатика, математика, физика, физкультура, технологи, ОБЖ тата истори учителĕсем хушшинчеарçынсене ытларах курас килет. Мĕншĕн тесен, арçын учитель - шкулти дисциплина çăл куçĕ, арçын педагогăн авторитечĕ арçын ачасем хушшинче уйрăмах пысăк, мĕншĕн тесен вĕсем пурте тенĕ пекех хăçантăр «салтак пăтти» çинĕ, Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи пулнă. Хамăрăн округра Афган вăрçи ветеранĕсене Сергей Хафизова, Василий Бондареева, Юрий Ермолаев пограничнике, Рудислав Сорокин моряка тата ытти арçын учительне ачасем питĕ хисеплеççĕ, вĕсенчен ырă тĕслĕх илеççĕ.

Арçын учитель - пысăк дефицит. Çавăнпа та шкулта ăна - упрамалла, кăткăс лару-тăрура пулăшмалла тесе шутлатăп. Шкул арçын учительсĕр тăрса юлсан, педколлектива воспитани ĕçĕнче питех те йывăр килĕ. Çакна асра тытар.

Округри шкулсенче çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлỹ парассишĕн нумай çул хушши чунтан тăрăшса ĕçлекен учительсем нумай. Шел те, вĕсем те ватăлса пыраççĕ. Кам улăштарĕ тепĕр темиçе çултан тивĕçлĕ канăва кайнисене? Çак ыйтăва округ, республика, çĕр-шыв шайĕнче татса парассишĕн мĕн тăватпăр? Çамрăк кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе ырă улшăну пулĕ-ши?

Учительсем темиçе çул хушши ырă улшăну пуласса шанса пурăнни шыв çине сенĕкпе çырнă пек ан пултăрах!

Ив.САЛАНДАЕВ.



17 апреля 2026
17:41
Поделиться