Кĕнеке авторĕпе - тĕл пулу

Кĕнеке авторĕпе - тĕл пулу

Шăмăршăри Мультикультура библиотеки çак кунсенче кĕнеке вулакансене хăй патне кăчăк туртрĕ. Кунта Шăмăршă вăтам шкулĕн 10б класĕн вĕренекенĕсем вырăнти таврапĕлỹçĕпе - Николай Юмановпа тĕл пулчĕç. «Литература «кĕперĕ»: автор - кĕнеке - вулакан» («Лит мост: автор - книга - читатель») форматпа йĕркеленĕ мероприяти «Пушкин картти» тата «Шăмăршă нумай нациллĕ литература вулать» программăсемпе килĕшỹллĕн иртрĕ.

Николай Валерьевич хăйĕн тĕпчев ĕçне çамрăк ăру куçĕ умне кăларчĕ. Вăл - унăн «Шемуршинская хроника, сквозь века к современным событиям» кĕнеки. Автор ачасене пултарулăх ĕçĕн кăткăслăхĕпе паллаштарчĕ. Унăн тĕп пайĕ - архив доку- менчĕсене тĕпчесси, аслă ỹсĕмри çынсен аса илĕвĕсем, хăйĕн сăнавĕ. Çакă веçех мероприяти участникĕсене аваллăх тĕнчине лекме, паллă ентешсем тата тăван тăрăх аталанăвĕн тапхăрĕсем çинчен пĕлме пулăшрĕ.

Сăмах май, çак кĕнекешĕн Николай Юманова «Тăван тавралăха тĕпчесе çырнă чи лайăх кăларăмсем - 2024» конкурсăн Дипломĕпе чысланă. Конкурс йĕркелỹçи - ЧР Таврапĕлỹçисен Союзĕ.

Таврапĕлỹçĕ çитĕнекен ăрăва çĕнĕ проектсем татамалашлăх планĕ пирки те пĕлтерчĕ. Чи кăсăклă ыйтусемшĕн вуннăмĕшсене вăл асăнмалăх парне - автографлă кĕнекине - пачĕ. Паллах, ку парне Мультикультура библиотекине те тивĕçрĕ.

 Тĕл пулу кăмăллă лару-тăрура иртрĕ, шкул ачисен тавракурăмне ỹстерме, пĕлỹ çỹпçине тултарма пулăшрĕ.

И.ТИМОФЕЕВА,

округри централизациленĕ библиотека системин директорĕ.



17 апреля 2026
17:44
Поделиться