«Мĕн акатăн, çав шăтать»
«Ача - ашшĕ-амăш воспитанийĕн тĕкĕрĕ», - теççĕ халăхра. Чăн сăмахăн суйи çук. Хамăр пурнăç парнеленĕ ывăл-хĕр пиртен веçех вĕренет: ыррине те, усаллине те. Лайăх е начар çын çитĕнесси кил-йышри лару-тăруран, ашшĕ-амăшĕнчен питĕ нумай килет.
Çакна мăшăрăмпа (чунĕ канлĕхре пултăр) иксĕмĕр яланах шута илнĕ. Мăшăрăм - Петр Леонтьевич таса чунпа «Волга» колхозра трактористра вăй хучĕ. Колхоз пĕтсен кăçатă йăвалама пуçларĕ. Эпĕ те колхозра тăрăшрăм, унтан фермерсем патĕнче ĕçлерĕм.
Ачасене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă: выльăх-чĕрлĕх пăхма, вĕсем валли апат хатĕрлеме, пахча çимĕç çитĕнтерме, кăмпа-çырлана çỹреме явăçтарнă. Хамăрпа пĕрле ялан ĕçлеттернĕ. Ĕç урлă воспитани панин «çимĕçĕ» те «тулăх». Виçĕ ывăлăмăр та паянхи кунччен сывă пурнăç йĕркине тытаççĕ: ĕçмеççĕ, пирус туртмаççĕ, хăйсене йĕркеллĕ тытаççĕ. Ашшĕ малтан турткалатчĕ, кайран пăрахрĕ, ывăлсене: «Ан туртăр, пирус - питĕ сиенлĕ, эп малтан туртнишĕн çав тери ỹкĕнетĕп», - тетчĕ тăтăшах. Итлерĕç хайхисем. Шкулта вĕреннĕ чухнех спортпа туслăччĕ: çуран тата йĕлтĕрпе чупассипе мала тухатчĕç, грамотăпа та медальпе савăнтаратчĕç пире. Николай 9-класс хыççăн Димитровградри кадет училищинче вĕренчĕ, Кăнтăр Осетире Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçларĕ; халĕ çемьеллĕ, мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача ỹстерет. Сергей Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухсан Иваново хулинче ракета çарĕнче çар службинче тăчĕ, ялта пурăнчĕ, вăрманпа ĕçлерĕ. Халĕ Сергейпе тетĕшĕ Шупашкар хулинче сĕтел-пукан цехне тытса тăраççĕ. Артем Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн 9-класĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарта МЧС енĕпе алла специальность илме хатĕрленет. Тĕрлĕ конкурс- ăмăртăва хутшăнать. Нумаях пулмасть акă республика шайĕнчи МЧСниксен тупăшăвĕнче çĕнтерчĕ, çак кунсенче Ингушетири ăмăртура вăй-халне виçет.
Ульяна хĕрĕмĕр - Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн3-класс вĕренекенĕ, шкулти «Мерчен» фольклор ансамбльне çỹрет, юлташĕсемпе пĕрле пултарулăх конкурсĕсенче малти вырăнсене йышăнать. Мана йышлă выльăх пăхма, кил-çурта тирпейлеме пулăшать, çĕлеме юратать.
Тетĕшĕсем яла таврăнсан тỹрех ĕçе кỹлĕнеççĕ, арçын алли çитмен ĕç-пуçа тăваççĕ. Пĕрле ĕçлеме те, канма та кăмăллă. Сĕтел хушшине йышпа ларса, килте хатĕрленĕ тутлă апат-çимĕçпе сăйланнă май, малашлăх пирки сỹтсе яватпăр. Кун чухне чун-чĕрере ырă-ырă.
Ачамсемпе савăнатăп-мăнаçланатăп - сывлăхпа телей çеç пулччăр вĕсен. Ытти ашшĕамăшне те çаплах калатăп:
- Пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçсан ачасем йĕркеллĕ те ĕçчен пулаççĕ. Ывăл-хĕре хамăрти ырă енсене çеç кăтартмалла, вара вĕсемшĕн пите хĕретмелле пулмĕ.
С.БЕЗРУКОВА,
Çĕнĕ Чукал ялĕ.