Çĕнтерỹçĕсемпе мăнаçланатпăр

Çĕнтерỹçĕсемпе мăнаçланатпăр

Çак кунсенче 20-мĕш Пĕтĕм Раççейри «Хавхалану» («Вдохновение») фестиваль-конкурс пултаруллă çамрăксемпе ачасене Шупашкар хулине пухрĕ.

Участниксен йышĕнче Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн воспитанникĕсем те хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. «Инструментпа каласси» номинацире гармонистсен «Калинка» ансамблĕ - 3-степеньлĕ лауреат ятне, «Вокал ăсталăхĕ» номинацире «Веснянка» фольклор ансамблĕ - 3-степеньлĕ лауреат ятне, «Конфетти» вокал ансамблĕ 3-степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.

Çак çитĕнỹре - Татьяна Яковлевăпа Светлана Кудряшова пре- подавательсен профессионализмĕ, искусство шкулĕнче вĕренекенсен ырми-канми ĕçĕ.

Çĕнтерỹçĕсене чунтан саламлатпăр, малашне те пысăкран пысăк çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Ю.Цыганова ,

Шăмăршăри Ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ.



17 апреля 2026
17:43
Поделиться