Çĕнтерĕве пĕрле туптатпăр

Çĕнтерĕве пĕрле туптатпăр

Шăмăршăри «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!» пуçару ушкăнĕн пархатарлă ĕçĕ сарăл- сах пырать. Кунсерен ылтăн алăллă хĕрарăмсем, чун-чĕре ăшшине сапаласа, маскировка сечĕ çыхаççĕ. Вĕсем: Людмила Захарова, Зинаида Леонтьева, Галина Портнова, Ирина Моисеева, Елена Кузьмина, Надежда Маркова.

Пире округри организацисем, фермерсем, уйрăм граждансем укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ, ăна материал туянма яратпăр.

2026-çул пуçланнăранпа кăна 107 хỹтлĕх карри янтăлама май килчĕ. Хатĕр хỹтлĕх каррисене фронта ăсатсах тăратпăр. Паллах, апат-çимĕç, гигиена хатĕрĕсем парса ярасси те - тимлĕхре.

Нумаях пулмасть Луганск тăрăхне черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ (хỹтлĕх каррисем, Мăнкун карçинккисем) ăсатрăмăр. Салтакăмăрсем (вĕсен йышĕнче ентешсем те пур) парнешĕн питĕ савăнчĕç, пирĕн ушкăна, округ гражданĕсене чĕререн тав турĕç, Çĕнтерỹ пирĕн енче пуласса çирĕп шантарчĕç.

И.ПЫРКИНА,

Шăмăршăри «Çĕнтерỹ - пирĕн енче пулать!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.



17 апреля 2026
17:47
Поделиться