Паттăр ячĕ - вилĕмсĕр

Паттăр ячĕ - вилĕмсĕр

Апрелĕн 15-мĕшĕнче Анат Чаткас тĕп шкулĕнче 2002-çулхи выпускникăн - ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă Алексей Фадеев кĕçĕн лейтенантăн - Асăну хăмине халăх умĕнче уçрĕç. Çавăн пекех Асăну хăмине паттăр çуралса ỹснĕ тăван килĕн стени çине те çирĕплетрĕç.

Мероприятие Алексей Ивановичăн çывăх çыннисем, педагогсем, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, кỹршĕ-арши, ял-йыш пуçтарăнчĕç. Асăну хăмине уçнă çĕрте çавăн пекех Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн начальникĕ Лариса Петрова, округ депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Леонид Нянин, ЧР мобилизаци уйрăмĕн, гражданла оборонăн ятарлă программисен округри начальникĕ Ольга Ичанкина пулчĕç.

... Алексей Фадеев 1984-çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Шăмăршă районне кĕрекен Анат Чаткас ялĕнче çуралнă. 1993-2002-çулсенче тăван ялăн вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухнă. 9-класс хыççăн Кỹкеçри 27№ СПТУра вĕреннĕ. Ун хыççăн, 2004-çулхи декабрьте, салтака кайнă: Богородск хулин (Чулхула облаçĕ) шалти çарне лекнĕ. Сакăр уйăхран контракт çырса Аргун (Чечня Республики) хулинче тăнă. Малтан гранатометчик пулнă, кайран сапера вĕренсе тухнă. 2007-çулта таврăннă. Мускавра вăй хунă.

Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Мускавранах 2022-çулхи октябрьте мобилизациленнĕ. Декабрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа çар тивĕçне малти линире пурнăçланă. Гранатометчиксен инструкторĕ пулнă, унтан штурмлакан отряда куçнă. Пĕртен-пĕр чăваш çынни пулнăран Алексей «Чуваш» позывнойпа çỹренĕ.

2023-çулхи июнĕн 21-мĕшĕнче А.Фадеев аманнă. Смоленскри госпитальте уйăх хушши сипленнĕ. Çапăçури хăюлăхпа паттăрлăхшăн «Çапăçура палăрнăшăн» тата «Шторм 488» медальсене тивĕçнĕ. 2024-çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнче тин кăна 40 тултарнă çамрăкçар заданийĕнче паттăрла çапăçса вилнĕ. Ентешĕмĕре Паттăрлăх орденĕпе (вилнĕ хыççăн) наградăланă.

... Асăну хăмисем ял халăхне Патриотăмăрăн вилĕмсĕрлĕхĕ пирки аса илтерсе тăрĕç. Çитĕнекен ăрăва вара çуралнă кĕтес, Тăван çĕр-шывăмăр нимрен хаклине туйтарĕç, Çĕр çинчи тăнăçлăхшăн кашнин тỹпе хывмаллине ас тутарĕç...

Л.НИКОЛАЕВА,

Анат Чаткас ял территори уйрăмĕнчи волонтерсен ушкăнĕн ертỹçи.



17 апреля 2026
17:45
Поделиться